АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă хÿтлĕх енĕпе прокурор ĕçлет

22 апреля 2011 г.

Район прокуратури ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» РПУĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парас законодательствăна пăснине тупса палăртнă.

2011 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çак центра 1923 çулхи пĕрремĕш ушкăн инваличĕ А.Романова 60 штук памперс илме заявленипе пынă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вара 2011 çулхи мартăн 5-мĕшĕ тĕлне А.Романована ыйтнă япалапа тивĕçтерменнине палăртнă. «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» ватă çын ыйтнине тивĕçтермесĕр инвалидăн социаллă реабилитаци правине пăснă.

РФ Гражданла – процессуаллă кодексĕн 45 стайипе килĕшÿллĕн хăш-пĕр çынсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе прокурор хăй те суда заявлени пама пултарать. Енчен те гражданин сывлăхĕ хавшанипе, ватă пулнипе е ытти урăх сăлтавсене пула хăйĕн прависене хÿтĕлеме пултараймасть пулсан кăна прокурор суда çакăн йышши заявлени пама пултарать. А.Романова вара чăннипех пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулнă май хăйне саккун тĕлĕшĕнчен хÿтĕлеймест. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн законодательствăна пăснине пĕр уйăх хушшинче пĕтерме район судне исклă заявлени панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика