22 апреля 2011 г.
Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Анчах та ырă,сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем хушшинчех сывлăх енчен хавшанисем те тĕл пулаççĕ. Районти тĕп больницăн поликлиникинче ку е вăл чирпе чирлисене час-часах курма пулать. Хăш-пĕр пÿлĕмсем умĕнче черет те пур. Чирлĕ çын тухтăр патне кĕрес тесе нумайччен кĕтсе лармалла ан пултăр тесе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни пирки эпир тĕплĕнрех поликлиника заведующийĕпе Ираида Валерьяновна Петровапа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Ираида Валерьяновна, поликлиникăра хăш-пĕр пÿлĕмсем умĕнче черет вăрах тăма тивет. Калăпăр хирург, нервопатолог, окулист, юна анализа илекен пÿлĕмсем умĕнче чирлисен йышне ытларах курма пулать. Черет ыйтăвне татса парассипе эсир еплерех ĕçсем туса ирттеретĕр?
- Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин 2011 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчи 320 номерлĕ «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче халăха медицина пулăшăвĕ парассипе чи малтан йĕркелемелли планне çирĕплетесси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больница ятарлă хушу кăларнă. Кунта вырăнти халăха пахалăхлă пулăшу парассипе чи малтан туса ирттермелли ĕçсене палăртнă. Хальхи вăхăтра поликлиникăн пĕрремĕш хутĕнче ятарласа профилактика кабинечĕ (106-мĕш пÿлĕм) уçнă. Унсăр пуçне участокри врачсен, пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсен, терапевтсен ятарлă автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ пур, вĕсем амбулатори талонне вырăнтах çырса параççĕ. Çавăн пекех регистратура çумĕнче ыйтса пĕлмелли справочнăй йĕркеленĕ. Унăн телефонĕ: 2-17-97. Йывăр чирлисем регистратурăна шăнкăравласа кирлĕ врача чĕнсе илме пултараççĕ. Канмалли кунсенче, уявсенче врачсем дежурство тăраççĕ, йывăр пациентсем патне киле çÿреççĕ. Район больницин тĕп врачĕ, унăн заместителĕ, поликлиника заведующийĕ, аслă медсестра поликлиникăна пациентсем мĕн чухлĕ килнине тĕрĕслесех тăраççĕ, черет йышлă кабинетсене медицина ĕçченĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех сĕнÿсен журналĕ йĕркеленĕ. Черетсем ан пулччăр тесе ачасемпе çие юлнă хĕрарăмсем валли анализ памашкăн ятарласа ача-пăча консультацийĕнчи «Сывă ача» кабинет ĕçлет, унта анализсем ирхине 8 сехетрен пуçласа 10 сехетчен йышăнаççĕ.
- Сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕç пырать. Кун пирки Раççей премьерĕ В.Путин наци сывлăхĕ пĕрремĕш вырăнта пулмаллине палăртнă. Çавна май сывлăх сыхлавĕн системине çĕнĕлĕхсем кĕртмелли çинчен те каланă. Вĕсенчен пĕри электрон мелĕпе усă курасси. Çак ĕç сирĕн поликлиникăра мĕнлерех пулса пырать?
- Хальхи вăхăтра электрон мелĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕ, участокри терапевтсем патне çырăнма пулать. Унăн адресĕ: medĕcapĕru cайт медицинского портала «Здоровая Чувашия». Ытти хăш-пĕр врачсем çитменнине пула (нервопатолог, окулист эрнере пĕр кун кăна йышăнаççĕ) вĕсем патне электрон мелĕпе черете çырăнма хальлĕхе май килмест. Ку ыйтусене эпир кĕске вăхăтра татса парăпăр.