АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусанти курав

22 апреля 2011 г.

Иртнĕ уйăхра Хусанта Туслăх çуртĕнче Татьянăпа Юрий Бердников художниксен ĕçĕсен «Халал» ятлă куравĕ иртнĕ. Курава уçнă çĕрте Тутарстан Республикин художникĕсен союзĕн председателĕ З.Гимаев, Сăнарлă искусствăсен музейĕн ĕçченĕсем тата чылай сумлă çынсем пулчĕç.

Камсем-ха вĕсем Бердниковсем; Упăшкипе арăмĕ, Татьянăпа Юрий, Хусанти паллă художниксем. Вĕсен ĕçĕсене Раççейри куравсенче кăна мар, ют çĕршывсенче те курма пулать.

Татьяна Бердникова Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Паян кунччен те Бердниковсем ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне пăрахмаççĕ, канмалли кунсенче те, отпусксенче те - яланах ялта. Кĕтеснер вĕсемшĕн тăван ял. Кунта вĕсен нумай енлĕ ĕçĕ ăнăçлăн пулса пырать. Ялти тата ял çывăхĕнчи илемлĕ вырăнсем вĕсен картинисем çине куçса çынсене савăнтараççĕ. Ялти шкулта та вĕсем яланах кĕтнĕ хăнасем. Ачасем валли икĕ хутчен те картинăсен куравне йĕркелерĕç. Шкула хăйсен хăш-пĕр ĕçĕсене парнелерĕç. Вĕсен ĕçĕсене ял çыннисем те час-часах туянаççĕ. Икĕ талантлă ÿнерçĕн хăйсем пекех пултаруллă ывăлпа хĕр, Павликпе Оля, пур. Вĕсем те хăйсен кăмăла каймалла ĕçĕсене курава тăратнă. Çапла вара ку çемье ÿнер çемйи тесе çирĕппĕнех калама пулать. Куравра Юрий çуллă сăрăсемпе, Татьянăпа Оля акварельсемпе ĕçлени, Павлик скульптор иккенни паллă пулчĕ. Çак курава Бердниковсем ÿнер ĕçĕнче пĕрле ĕçлеме пуçланăранпа тата çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнине халалларĕç. Куравра халăх культурине, тăван тавралăха сăнлакан ĕçсем нумай пулчĕç. Вĕсенче вырăс культури те, тутар халăх сăнарĕ те, пуринчен ытла чăваш халăх аваллăхĕ палăрса тăни сисĕнет. Акварельпе çырнă чăваш халăх кĕпе-тумĕсем, çуллă сăрăпа ÿкернĕ пейзажсем куракансемшĕн питех те кăсăклă пулчĕç.

Чăвашран пынă хăнасене куравра тăван халăх юрри янăрани, чăвашла ташăсем пулни тĕлĕнтерсех ячĕ. Хусанти С.Садикова ертсе пыракан «Салам» фольклор ушкăнĕ халăх юрри-ташшисемпе курава татах та чăвашлатса, илемлетсе ячĕ. Уява йĕркелесе ертсе пыраканĕ Татьяна Михайловнан йăмăкĕ Людмила Михайловна пулчĕ. Курма пынисем Бердниковсене çакăн пек курав йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç, çавăн пекех Тутарстанăн ÿнер ертÿçисене, Туслăх çурчĕн ĕçченĕсене Хусан хулинче чăваш сассине илтме, Чăваш тавралăхне курма май туса панăшăн чĕререн тав турĕç. Куракансемшĕн Бердниковсен куравĕ чăн-чăн уяв пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика