АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш литературине – Интернета

22 апреля 2011 г.

XXI ĕмĕр – çĕнĕ технологисемпе прогрессивлă наука ĕмĕрĕ. Вăхăт ыйтнипе-ши е çынсен мăйĕсене кахал утланса ларнипе-и вĕсенчен нумайăшĕ кĕнеке тытма пăрахнипе пĕрех. Кирек хăш ÿсĕмри çынсем те кĕнекене мĕнпе те пулин улăштарма май тупнă.

ТĔслĔхрен, ача-пăча ытларах чухне телевизор курать. Çамрăксем вара телевизорпа кăна çырлахмаççĕ, вĕсем Интернет тыткăнне лекнĕ. Аслисем вара, ĕçленĕ май, телевизорпа Интернет валли те вăхăтне уйăрма май тупаймаççĕ. Çапла вара, кĕнеке вулакансем сахаллансах пыраççĕ.

Чăвашла тухса тăракан кĕнекесен шучĕ сахалах мар пулин те, вĕсен тиражĕ ытла та пĕчĕк пек туйăнать. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесемпе паллашма май та çук хăш чухне. Енчен те чăвашла çырнă хайлавсене Интернета кĕртсен вырăнлăрах пулмĕччĕ-ши; Кашни килтех тенĕ пек компьютер та, Интернет та пур. Çапла вара, чăвашла çырнă хайлавсене вулакансен шучĕ ÿсмĕ-ши;

Чăвашла хайлавсем Интернетра çук мар. Анчах вĕсен шучĕ ытла та сахал, ытларах чухне çаксем классикăлла хайлавсем. Вĕсене халăх патне çитерекенсене пĕрре те кÿрентерес килмест. Паллах, çак хайлавсем классикăлла пулнипе вĕсенче хускатакан ыйтусем те ытларах чухне ĕмĕрхисем, кашни ăрури çынсен чунĕсене пăлхантараканнисем. Анчах та çав вăхăтрах хальхи çынна çĕнĕ вăхăт ыйтăвĕсемпе проблемисем ытларах кăсăклантараççĕ пек туйăнать. Хайлавсемпе паллашнă май, кашниех хăйне тĕп герой вырăнне лартать, унăн туйăмĕсене, шухăш-кăмăлне хăй витĕр кăларать, хальхи саманан пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма, тĕрлĕ лару-тăруран епле тухмаллине ăнкарма пултарать. Çавăнпа та, шутласа пăхсассăн, чăвашла çырнă çĕнĕ хайлавсене Интернета кĕртмеллех. Паллах, вăл çăмăл ĕç мар. Анчах та йывăрлăха пăхмасăрах çак ĕçе пуçарса, аталантарса яракансем кирлех пек туйăнать. Пур-ши пирĕн хушăра çак ĕçе тытăнакансем?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика