22 апреля 2011 г.
Христианствăн чи пысăк уявне - Мăнкуна - пĕтĕм православи халăхĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа, савăнăçпа, çут çанталăк чĕрĕлĕхĕпе кĕтсе илет. Вĕсемпе пĕрлех Вăрмар райповĕн «Çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество та асăннă уява хатĕрленсе тĕрлĕ тутлăхлă апат-çимĕç хатĕрлет.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра тăрăшса вăй хуракан производство начальникĕ А.Яковлева,Н.Матвеева, Н.Антонова, К.Васильева рабочисем Мăнкун уявĕ валли куличсем хатĕрлеççĕ. Тутлăлантарса пĕçернĕ шурă çăкăра паха йышши çăнăхран хатĕрлеççĕ. Унта иçĕм, çăмарта, сахăр песукĕ, маргарин ярса тутлăлантараççĕ. Мăнкун уявне валли хастар та пултаруллă ĕçченсем 500 ытла кулич хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Вĕсене çветит тума Таса Троица тата Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир Байгушев çитрĕ. Вăл кунта ĕçлекенсемпе кĕлĕ ирттерчĕ, пĕçерсе кăларнă куличсене çветит турĕ. Çавăн пекех Владимир атте кулич пĕçермелли çăнăха тата ытти апат-çимĕçе Турă шывĕпе сапса тухрĕ. Пĕтĕм православи халăхне çывхарса килекен пысăк уявпа - Мăнкунпа - саламларĕ, çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕ. Çветит тунă куличсене райпо лавккисенче сутма тытăннă та ĕнтĕ.
«Чиркÿпе тачă çыхăнура пулни çыннăн ăс-хакăл культурине пуянлатать, çăкăр туса кăларакансен ĕçне хаклама пулăшать, Мăнкун уявĕнче чĕрĕлĕх туйăмĕ çуратать», - терĕ райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов.