АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă çын - çĕршыв тĕрекĕ

19 апреля 2011 г.

Шкулта вĕренекен ачасем пурте çирĕп сывлăхлă ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул дирекцийĕпе унта вĕрентекенсем. Ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшасси воспитанипе пĕлÿ парассипе пĕр шайра тăрать, «сывлăх сехечĕ» йĕркелемесĕр пĕр кун та иртмест.

Çавăн пекех ачасен сывлăхне çирĕплетме кашни кунах вĕри апат çитерни те пулăшать. З.Васильевапа А.Федотова поварсем хăйсен ĕçне чунтан юратса тăваççĕ, ачасене тĕрлĕрен тата тутлă апат çитерес тесе тăрăшаççĕ.

Çын хăй сывлăхĕшĕн хăй тăрăшмасан ку ĕçе уншăн никам та тума пултараймасть. Тикаш шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна питĕ лайăх ăнланаççĕ, мĕншĕн тесен ачасене çеç мар, спорт залĕнче учительсене те час-часах курма пулать. Пĕр-пĕр мероприяти ирттернĕ чухне мар, тренировкăна çÿреççĕ вĕсем. Уроксем пĕтрĕç-ха тесе никам та киле кайма васкамасть: хĕл кунĕсенче йĕлтĕр йĕрĕ çинче вĕсем, çуркунне-кĕркунне - спорт залĕнче. Уйрăмах Л.Иванована, Т.Иванована, Н.Ульянована, Д.Белована, Н.Тимофеева, О.Мефодьева палăртмалла. Кусем - спортпа кашни кун туслисем. Ытти вĕрентекенсем те айккине пăрăнса юлмаççĕ. Кашни кун йĕлтĕр йĕрĕ çинче пулман пулсан эстрафетăра пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарĕччĕç-ши вĕсем;!

Вĕрентекенĕсенчен вĕренекенĕсем те юласшăн мар. Район шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсен ушкăнĕнче Тикаш шкулĕнче вĕренекенсене час-часах курма пулать: шахмат, баскетбол, волейбол, «Наци кросĕ», йĕлтĕрпе чупасси. Вун виçĕ ăмăртуран вуннăшĕнче вĕсем çĕнтерÿçĕсем, виçĕ хутчен 3-мĕш вырăн йышăннă, тăватă хутчен - 2-мĕш, виçĕ хутчен - 1-мĕш вырăн. Кунта, паллах, вĕренекенĕн пултарулăхĕ, вăл вăхăтне шеллемесĕр ачасемпе ĕçлекен курăнать. Хăйĕнчен, вĕрентекенсенчен çирĕп ыйтаканскер, О.Мефодьев ачасемпе те çавăн пекех ĕçлет. Ĕçлени харама кайманни курăнать. Ачасенчен уйрăмах 6-мĕш класра вĕренекен Николай Ленскине палăртмалла. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче ăна çитекенни никам та çук, чи çÿлти картлашка çинче яланах - Коля. 8-мĕш класра вĕренекен аппăшĕ Алина та шăллĕнчен юласшăн мар, çĕнтерÿçĕсен «картлашки» çине час-часах хăпарать.

Ачасен сывлăхне çирĕплетме районти «Илем» физкультурăпа сывлăх комплексне çÿрени питĕ пулăшать. Класс ертÿçисем ăнлантару ĕçне кирлĕ пек туса пынăран бассейна ачасем юратса, кăмăлтан çÿреççĕ, кунта «Сывлăх сехечĕ» ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Сывлăх хаклă тупра, ăна упра», - тесе ваттисем вĕрентсе каланине манас марччĕ. Сывлăхлă çын - çемье, общество, çĕршыв тĕрекĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика