19 апреля 2011 г.
«Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене хăтлă çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтермеллине палăртнă. Çак саккуна пирĕн район администрацийĕ тĕллевлĕ пурнăçласа пырать. Акă иртнĕ çул пурĕ 24 вăрçă ветеранне хваттерпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен пĕри - Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ Валентин Григорьевич Теплов та хăтлă çурт-йĕрлĕ пулчĕ.
Иртнĕ çул кĕске вăхăтра «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи Валентин Григорьевич валли капмар çурт хăпартса та лартрĕ. Чунтан савăнчĕ ватă ветеран. Унăн çамрăклăхĕ вăрçă хирĕнче тăшмансемпе çапăçса иртнĕ, чылай хура-шур курнă. Ватлăхра вара хăтлă çурт уншăн чăн-чăн парне пулчĕ.
Валентин Григорьевич Теплов 1926 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ Красноярск крайĕнче иртнĕ. Каярахпа ашшĕ-амăшĕ тăван Арапуç ял тăрăхне таврăнать. Ашшĕ - Григорий Николаевич Теплов - тăван хуçалăхра платник пулса ĕçленĕ, ăста алăллă специалист пулнă. Амăшĕ - Агафия Васильевна та - мăшăрĕпе пĕрле тăван хуçалăхрах вăй хунă. Валентин ялти 7 класлă шкула пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Уй-хирте лашапа ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă. 1943 çулта ăна çар ретне илеççĕ. В.Теплов Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Уссурийск хулинче çар службинче тăнă.
1945 çулхи августра В.Теплов Японие хирĕç пуçланă вăрçăна хутшăнать. Вăл тăшманпа Маньчжурипе Çурçĕр Корея çĕрĕ çинче çапăçать. 1948 çулччен Пхеньян хулинче службăра тăрать вăл. Хамăр çĕршыв салтакĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. 1950 çулта тин тăван киле таврăнать. «Тăван çĕршыва ирсĕр тăшмансенчен çичĕ çул хÿтĕлерĕм. Çамрăклăх та вăрçă хирĕнчех иртрĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа пĕрле вăйă картинче те пулса кураймарăм», - пăшăрханса аса илчĕ хăйĕн çамрăклăхне вăрçă ветеранĕ Валентин Григорьевич.
Вăрçăран таврăнсан малтанхи вăхăтра тăван колхозра, унтан Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшать. Хусанти Юдино станцийĕнче слесарь-автоматчик пулса та ĕçлет вăл. Тĕрлĕ çĕрте вăй хурать Валентин Григорьевич.
1951 çулта çемье çавăрать. Мăшăрĕпе, Таисия Ванифатьевнапа, 5 ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозрах вăй хурать. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн В.Теплова Аслă Отечественнăй вăрçăн II степенльĕ орденĕпе наградăлаççĕ. Юбилей медалĕсем те чылай унăн.
Хальхи вăхăтра Валентин Григорьевич кĕçĕн ывăлĕн Геннадийăн çемйипе пурăнать. Патшалăх хăтлă çурт лартса пани вара ветераншăн ватлăх çулĕнче пысăк пулăшу пулчĕ. Тул енчен те, шал енчен те хăтлă вăл. Кунта душ кĕмелли кабина, санузел та пур. «Мана ватлăхра çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн Раççей, республика правительствине, район администрацине тав сăмахĕ калатăп. Пурне те çирĕп сывлăх пултăр», - терĕ Валентин Григорьевич Табаков манпа сыв пуллашнă май. Эпир те ăна мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнма вăрăм ĕмĕр сунатпăр.