19 апреля 2011 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне халалланă мероприятисем ирттереççĕ. Унăн малтанхи кунĕсенчех пирĕн районта предприятисемпе организацисенчи, учрежденисенчи ĕç сыхлавĕшĕн яваплă ĕçченĕсемпе «Республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕ» Патшалăх учрежденийĕн специалисчĕсем вĕрентÿ ирттерчĕç. Аттестаци витĕр ăнăçлă тухнисене удостоверенисем пачĕç. Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе район администрацийĕн ĕç сыхлавĕн координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ.
Паллах уйăхлăх вăхăтĕнче вĕрентÿ ĕçĕпе тĕл пулусем çеç пулмĕç, çак вăхăтра лайăх енчен палăрнă специалистсене чысласси те йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть савăнăçлă хыпар çитрĕ - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче газификаци енĕпе ĕçлекен Геннадий Петрович Андреев инженера нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕç сыхлавĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Ку çеç те мар - асăннă профсоюз комитечĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Геннадий Петровича 2010 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Профсоюз комитечĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен чи лайăх уполномоченнăй» хисеплĕ ят панă, укçан парса хавхалантарнă. Республикăран çак ята тепĕр çын çеç тивĕçнĕ.