АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене чысларĕç

19 апреля 2011 г.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн тата унăн структурине кĕрекен учрежденисен 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетес тата иккĕмĕш кварталта тумалли ĕçсене палăртас тĕлĕшпе вĕрентÿпе методика сборĕ иртни çинчен пĕлтернĕччĕ.

Хаçатри юлашки йĕрке «сбор вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ» йĕркепе вĕçленнĕччĕ. Паян вара çак йĕркесене уçса парасшăн. Район администрацийĕнче регистраци ирттернĕ хыççăн вĕрентÿпе методика сборне хутшăннисем поселокри тĕп лапамра сбор смотрне ирттерчĕç. Ун хыççăн райадминистрацин ларусен залĕнче ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Ăна РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов уçрĕ, ун хыççăн унăн пĕрремĕш заместителĕ Г.Михайлов, Тĕп управленин надзор енĕпе ĕçлекен начальникĕн заместителĕ А.Мезенцев, граждансен хÿтлĕхĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Антонов, пурлăхпа, техникăпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Кириллов тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç.

Çакăн хыççăн мероприяти районти Культурăпа кану центрне куçрĕ. Унта РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ конкурса та пĕтĕмлетрĕ. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти 10 класра вĕренекен М.Иванова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пысăк Енккасси шкулĕнчи 5-мĕш класра пĕлÿ пухакан Ю.Иванова иккĕмĕш вырăна тухнă, К.Филиппов (Кĕлкеш шкулĕ, 3-мĕш класс), В.Морозова (Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул, 2-мĕш класс) 3-мĕш вырăнсене пайланă. Пурне те вĕсене Станислав Юрьевич Хисеп Грамотисем парса чысларĕ. Вĕсен вĕрентекенĕсем те наградăсемсĕр юлмарĕç. Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекенсем А.Яковлев (Энĕшпуç вăтам шкулĕ), В.Антонов (Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул), В.Иванов (Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ), О.Кузьмин (Кĕлкеш шкулĕ) та ведомство грамотине тивĕçрĕç. Ăнăçу преподавательсемпе ачасен ĕçне йĕркелемесĕр пулмасть, çавăнпа та Федерацин Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Кĕтеснер шкул директорне М.Краснована, Чулкас шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Г.Иванована Хисеп грамотисем пачĕç.

«2010 çулхи пушарсене сÿнтерме хутшăннăшăн» медале район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов тивĕçрĕç. Тĕл пулăвăн официаллă пайĕ хыççăн сбора хутшăннисем Вăрмар районĕнчи пушар чаçне (ПЧ-39) пуçтарăнчĕç, подразделенире Устав йĕркипе иртмелли мероприятисене кунта службăра тăракансем кăтартса пачĕç.

Спорт сывлăха çирĕплетет, çавăнпа та çакăн пек анлă мероприяти те Чрезвычайлă лару-тăру системинче ĕçлекенсен пĕрлештернĕ командипе Вăрмар район администрацийĕн команди (ÿкерчĕк çинче) волейболла вылянипе вĕçленчĕ. Кăштах кăначчĕ те - анчах Вăрмарсем 3:2 шутпа выляса ячĕç.

Апла пулин те çакăн чухлĕ пакунлă «десанта» пĕчĕк шутпа выляса яни пирĕн спортсменсене чыс кăна кÿрет.

Çак кун иртнĕ мероприятисен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Станислав Юрьевич çуркунне çитнĕ май ейÿпе пĕрлех пушар хăрушсăрлăхне сирсе ярасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕ. Килсе тухакан инкеке пĕрлĕхлĕ дежурствăпа диспетчер служби, хула, ял, тăрăхĕсенчи ирĕклĕ пушар хуралĕн службăсем курăмлă витĕм кÿмелли çинчен каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика