15 апреля 2011 г.
Мартăн 15-мĕшĕнче район прокуратури «Урмарский рынок» МУПра ĕç законодательствине мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев ĕçлекенсен йышне чакарнă чухне законодательствăна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă.
РФ законодательствин 136, 140 статйисемпе килĕшÿллĕн предприятисемпе организацисенче вăй хуракансен ĕç укçине уйăхра икĕ хутчен тÿлемелле. Ĕçлекенпе килĕшÿ тунă договора чарса лартнă хыççăн ĕç параканăн тÿлемелли пур укçана çав кунах парса татмалла.
Çавăн пекех çÿлерех асăннă законодательствăн 178 статйи тăрăх организацире ĕçлекенсен йышне е штатне чакарнă, çавна май ĕç договорĕ вăйне çухатни çинчен пĕлтерсен (Ĕç Кодексĕн 81 статйин пĕрремĕш пайĕн 2-мĕш пункчĕ), ĕçрен каякан работнике вăтам ĕç укçи шайĕ чухлĕ пособи параççĕ, çавăн пекех вăл ĕçе кĕриччен (2 уйăх таран) вăтам ĕç укçи сыхланса юлать. Тĕрĕслев «Урмарский рынок» МУП директорĕ штат йышне чакарнă май хăйĕн 14.03.2011 çулхи приказĕпе РФ Ĕç кодексĕн 81 статйин 2 пайĕпе должноç оклачĕн тулли ставкипе ĕçлекен хăйĕн заместительне В.Григорьева ĕçрен кăларнă.
Ĕç законодательствин 140, 178 статйисене пăсса, ĕçрен кăларнă кун В.Григорьева 16307 тенкĕ те 48 пус пособи тата усă курман отпускшăн тивекен компенсаци - 28 пин тенкĕ тÿлемен. 129 номерлĕ Федераллă саккунăн 6-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн организацисенче хуçалăх операцийĕсем пурнăçланă чухне бухгалтери учетне тытса пынăшăн, законодательствăна пурнăçланăшăн организаци ертÿçипе тĕп бухгалтер яваплă.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Урмарский рынок» МУП директорĕ пирки административлă йĕркене пăснăшăн район прокурорĕ постановлени йышăннă, ĕçе Патшалăхăн ĕç инспекцине пăхса тухма ярса панă.