15 апреля 2011 г.
Март уйăхĕнче ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Вăрмарти çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан центр» Арапуç ялĕнчен Аслă Чак ялне куçса килни пирĕншĕн çав тери пысăк савăнăç пулчĕ. Шкулта ачасен йышĕ ÿсни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Кашни класа 1-2 ача хутшăнчĕ. Çĕнĕ ачасем шкул йĕркине те хăвăртах хăнăхрĕç, туслашма та ĕлкĕрчĕç.
Нумаях пулмасть центрта пулма тÿр килчĕ мана. Тĕлĕнмелле тараватлăн та ăшшăн кĕтсе илчĕ учреждени пуçлăхĕ В.Николаева. Аякранах курăнса ларакан 2 хутлă çурт çав тери хăтлă пулни тÿрех сисĕнчĕ. Кабинетсене, ачасен пÿлĕмĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, тирпейлĕ, çутă, таса, ăшă. Кантăк саккисем çинче чечексем ешереççĕ. Коридорта Çĕнĕ Шупашкарти «Термотех» фирма парнеленĕ картинăсене курма пулать. Тĕрлĕ тематикăллă стендсем çакнă. Ачасем хăйсен аллипе ăсталанă япаласен выставки те тĕлĕнтерчĕ. Центра хута яма А.Иванов, Ю.Иванов, И.Степанова чылай тăрăшнă. Иртен пуçласа каçчен çурта тирпейленĕ, тасатнă, сăрланă, обойсем çыпăçтарнă.
Тĕл пулура В.Николаева центр пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл икĕ сменăпа, кун йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшать. Унта пурĕ 20 ача пурăнать: 10 хĕр ачапа 10 арçын ача. Пурте Вăрмар районне кĕрекен ялсенчен пуçтарăннă. Йышĕ кашни кунах хутшăнса пыни савăнтарать.
Акă çутă пÿлĕмре ачасем телевизор пăхаççĕ. Кану вăхăчĕ пынипе усă курса манăн ачасемпе калаçма май пулчĕ.
- Пире кунта питĕ килĕшет. Эпир туслă пурăнатпăр. Каннă вăхăтра ахаль лармастпăр: «Тантăш», «Самант», «Тетте» хаçат-журнал вулама юрататпăр, пĕчĕк библиотекăри кĕнекесене те пăхма тăрăшатпăр, - хаваспах пĕлтерет 8-мĕш класри Аня Краснова. «Çав тери пултаруллă хĕр ача», - каламасăр чăтаймарĕ Н.Григорьева воспитатель. Районта иртекен олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнать. Хăйех сценарисем йĕркелесе спектакль, концерт лартать, хĕрачасемпе пĕрле хутран тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ.
- Çурхи каникулта Ю.Степанова пуçарнипе эпир Вăрмарти тавра пĕлÿ музейĕнче пултăмăр, - сăмах хушрĕ 5-мĕш класа çÿрекен Н.Петров. музей директорĕ В.Цыфаркин пире тарават йышăнчĕ. Музей епле йĕркеленни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ун хыççăн курав пулчĕ. Эпир питĕ савăнтăмăр. Коля йывăçран каскалама юратать, тĕрлеме те пĕлет. Юлташĕсемпе шашкăлла выляма юратать. Е.Кузнецова, З.Григорьева, И.Максимова, В.Васильева воспитательсем ачасене Аслă Чак ялĕпе, унти паллăрах вырăнсемпе паллаштарма та ĕлкĕрчĕç. Ачасем ял библиотекинче те час-часах пулаççĕ. Е.Ухина вĕсене çĕнĕ кĕнекесем кăтартать, хаçат-журналти интереслĕ материалпа паллаштарма та яланах хатĕр. И.Григорьевапа А.Григорьева ачасем çирĕп сывлăхлă ÿсчĕр тесе техĕмлĕ апат 5 хутчен çитереççĕ.
Г.Ефимова ĕçченĕн те тÿпи пысăк. Вăл - ачасен тасалăхне йĕркелекенĕ. Чăннипех ку çуртра Хĕрт-сурт пурăнать темелле. Малашне те вăл ачасене, вĕрентекенсене, кунта пур вăй-хуракана çирĕп сывлăхлă пулма, çитĕнÿсем тума пулăшса пытăр.