15 апреля 2011 г.
Агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă наци проекчĕсен, патшалăх программисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - пĕчĕк формăллă хуçалăхсене пулăшасси. Çĕршывра наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе ялта пурăнакан пин-пин çын çăмăллăх кредичĕ илсе хушма хуçалăхсене çĕклерĕç, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те ÿссех пырать. Патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăх продукцине туса илессине çĕнĕлле йĕркелеме, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме, çынсен тупăшне ÿстерме май пачĕ.
Пирĕн районта пурĕ 90 хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать. Вĕсен шутĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем те пур. Кăçалхи апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче аш-какай - 14, сĕт 28 тонна ытла туса илнĕ. Сĕт, аш-какай туса илессипе ĕçлекен фермерсенчен пĕри «Топтыгин А.» хресчен (фермер) хуçалăхне палăртмалла. Унăн пуçлăхĕ Анатолий Геннадьевич каланă тăрăх, фермер хуçалăхне тытса пыракансене хальхи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар. Иртнĕ çул çанталăк шăрăх тăнине пула мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеме май пулмарĕ. Анчах та хресчен (фермер) хуçалăхĕсем умри йывăрлăхсене парăнтарса выльăх-чĕрлĕх йышне чакармасăр хĕл каçарас тĕллев лартнă. Ăна вара «Топтыгин А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ май пур таран пурнăçласа пыма тăрăшать. Хальхи вăхăтра кунта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ - 25, вĕсенчен сăвакан ĕнесем 15 шутланаççĕ. Хальхи вăхăтра талăкра пĕр ĕне пуçне 10 литр сĕт суса илеççĕ. Унсăр пуçне фермăна выльăх апачĕ турттарма тата ытти ĕçсене пурнăçлама 3 лаша пур. Çавăн пекех сыснасем ĕрчетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ вĕсем. Сыснасен шучĕ пурĕ 39 пуç. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăлариччен вĕсем валли курăм çителĕклех. Унсăр пуçне çăнăх хутăшне те кашни кунах выльăх-чĕрлĕхе çителĕклĕ параççĕ кунти ферма ĕçченĕсем. С.Данилов, В.Ермаков скотниксем, Н.Топтыгина доярка хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçласа пыраççĕ. С.Топтыгин ферма заведующийĕ асăннă хуçалăхра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени çамрăксене ялта тĕпленсе пурăнма май пани çинчен каларĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксем сахал мар кунта. Хресчен (фермер) пуçлăхĕ А.Топтыгин та тăван ялне хапăллани уççăнах палăрать. Çавăнпах та пулĕ вăл Çĕнĕ Мăнтăрти «Шептаховский» хуçалăх панкрута тухсан ăна хăй аллине илчĕ. Хуçалăхĕ пысăк мар пулин те, кăтартăвĕсем пур. Эппин вĕсем малашлăхра çирĕпрех утăмсем тăвасса шанас килет.