12 апреля 2011 г.
Хĕрлĕçыр ялĕн икĕ урамĕ ыттисенчен чылай вăрăмрах. Пĕри - Шăхаль енчен пырса кĕрекенни, тутарсем пурăнакан Маматăш еннелле тухса каяканни - пĕр çухрăм ытла тăсăлать. Тепри вара - ял çумĕпе юхса выртакан Кĕтне шывне çитиех. Çак урам вĕçĕнче пурăнатчĕ те ĕнтĕ Хĕветĕр пичче çемйи (ялта вĕсене Хĕрлĕ Хĕветĕр тетчĕç). Вĕсен çемйи шутлисен хисепĕнчеччĕ. Аслă хĕрĕ, Анна, учительницăна вĕренсе тухрĕ. Вăталăх ывăлĕ Сантăр вара Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтерчĕ. Каярахпа вĕсем пурăнма Хусан çывăхĕнчи Хĕрлĕçыр хуторне куçса кайрĕç. Апла пулин те вĕсен çемйи çинчен ялта ырă ят юлнă.
Сантăрăн кун-çулĕ мана чăннипех те кăсăклантаратчĕ. Сăлтавĕ те пур. Самаях чаплă çула утса тухрĕ вăл, хăйĕн пурнăçне космоспа çыхăнтарчĕ.
Александр Федорович Федоров 1934 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1952 çулта Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухать, 1958 çулта Хусанти авиаци институчĕн радиотехника факультетне вĕренсе пĕтерет те радиоинженер специальноçне илет. Çамрăк специалиста çав çулах Мускав облаçĕнчи Фрязино хулине наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме яраççĕ. Кунта инженер-конструктор инçерен кăтартакан радиолокаци станцийĕнче усă куракан çав тери хăватлă электровакуумлă магнетрон приборĕсене тĕпчес ĕçре вăй хурать. 1960 çулта Мускав облаçĕнчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен промышленность министерствин наукăпа тĕпчев институтне вĕренме кĕрет. Пирĕн ентеш нумай çул хушши стратеги тата космос ракетисемпе аппарачĕсене улăхтаракан виçев системине тĕплĕн тишкерсе лайăхлатас тата усă курас ĕçре вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать. Ракетăпа космос техники питех те вăйлă аталаннă тапхăрта пултаруллă ученăй ракетăпа космос карапĕсем хатĕрлекен хамăр çĕршыври предприятисенче чи кирлĕ сĕнÿсем парать тата «Байконур», «Плесецк» космодромсенче пĕр вăхăт хушши ĕçлет.
1967 çултанпа Александр Федорович Раççейри космос агентствин Мускаври Машинăсем хатĕрлекен министерствăн конструктор бюровĕнче ракетăпа космос техникине тĕпчес тата çĕнетсе вăйлатас ĕçре ертсе пыракан конструктор должноçĕнче вăй хурать. 1994 çулта пенсие тухнă пулин те ученăй патшалăхăн «Плесецк» космодромĕн автоматизациленĕ информаципе виçев системине ертсе пыракан тĕп конструкторĕнчех пултарулăх кăтартать. Ентешĕн пархатарлă ĕçне правительство пысăк хак панă. Унăн ятне предприятин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Чи пысăк наградăсем хушшинче А.Федоров конструкторăн кăкăрĕ çинче «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе «Байконур строителĕ», «Космос ĕмĕрне - 25 çул», «Байконурăн çар строительствине - 35 çул», «К.Э.Циолковский тата космонавтика идейисене пропагандăлама активлă хутшăннăшăн» знаксем ялкăшнă.
Шел пулин те, вăл халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.