12 апреля 2011 г.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсен ĕç тăвакан тытăмĕсен ертÿçисем валли йĕркеленĕ семинара хутшăннă. Вăл Раççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин академийĕнче иртнĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче тата политика пурнăçĕнчи тĕп ыйтусене сÿтсе явма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн, федераци патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисем, вĕренĕвĕн паллă учрежденийĕсемпе ăслăлăх организацийĕсен ăсчахĕсем хутшăннă. Кун пек семинара кашни çулах ирттереççĕ. Çĕршыв субъекчĕсен ертÿçисем унта обществăпа политика, социаллă пурнăçри тата экономика аталанăвĕнчи, патшалăх строительствинчи çивĕч ыйтусене, инноваципе хальхи технологисене пурнăçа кĕртессине, 2012 çулччен сывлăх сыхлавне аталантарас, коррупцие пĕтерес, Раççей обществине çĕнетсе улăштарас тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва тишкернĕ.