12 апреля 2011 г.
Çĕр ĕçĕпе ĕçлекен выçă ларман. Анчах та мĕн чухлĕ тар тăкмалли каламасăрах паллă ĕнтĕ. Саруй ялĕнче пурăнакан Николай Васильевич Тимофеев хăйĕн çемйин вăйĕпе пĕчĕкех мар хуçалăх тытса тăрать. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет вăл.
1993 çулта тытăннă Н.Тимофеев хуçалăх ĕçне. Малтан хуçалăх ячĕ «ЮКАР» пулнă (çемье членĕсен ячĕсен пĕрремĕш сас паллисем), унтан вара индивидуаллă предприниматель пулса тăрса хуçалăха «Тимофеев» ят парать. Халĕ пурĕ 75 чун шутланать унăн хуçалăхĕнче. Вĕсен шутĕнче сĕт антаракан ĕнесем 22 пуç таран. Çакăн чухлĕ выльăха тытса тăма кăçал уйрăмах йывăр – апат çителĕксĕр. Тĕрлĕ меслет шырама тивет хуçалăх ертÿçин выльăха выçă тăратас мар тесе. Выльăх шутне те чакарас мар тет Н.Тимофеев. Чăтса тухмалли те нумай юлмарĕ. Юр ирĕлсе пĕтсенех хаш сывласа ярĕччĕ ĕнтĕ вăл. Утă-улăма райпо урлă туянма тивет, анчах ытла та хакла кайса ларать. 80 пин тенкĕлĕх утă туянма лекнĕ унăн хĕл каçа. Халĕ çу кунĕсенче уйра хатĕрлесе хăварнă утă капанĕ çăлса хăварать. Малтан çул çуккине пула утă купи патне пыма май пулман, халĕ вара тракторпа çул уçнă. Çак уйăха çитерес тесе тăрăшать выльăх апатне. Сĕт сăвăмĕ те апат сахаллине кура палăрмаллах чакнă, малтанах кун сиктерсе 160-шар, унтан 80-шар литр сĕт таран сутма май пулнă. Халĕ пăрусене кăна тивĕçет алăпа суса илнĕ сĕт. Ĕнесене алăпа сăваççĕ вĕсем Рашида арăмĕпе иккĕшĕ. Пĕтĕм хуçалăха мăшăрĕпе, ачисемпе тытса тăраççĕ. Хĕрĕ Роза Вурнарти ял хуçалăх техникумĕнче зоотехник специальноçне алла илнĕ, халĕ ашшĕн хуçалăхĕнче ĕçлеме осеменатора вĕренет. Паянхи кун 7 гектар çĕр шутланать Н.Тимофеев харпăрлăхĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕ 45 гектар çĕр арендăна панă. Трактор, косилка пур унăн. «Анчах çĕр лаптăкĕ çав-çавах çителĕксĕр. Çĕр участокĕ пысăкрах пулсан уттине те ытларах хатĕрлеме май пулĕччĕ», – тет Николай Васильевич. Ĕнесене чуптарма ăратлă йăхри вăкăр пур. Чулхула облаçĕнчен ятарлă ăратлă йăхри 15 тына тата пĕр вăкăр туяннă пулнă. Çитес вăхăтра ĕнесене усрамалли витене керамблокран купаласа çĕнетесшĕн. Çанталăкĕ те пĕлтĕрхипе танлаштарсассăн çĕр çинче ĕçлекенсен енне çаврăнасса шанать мал ĕмĕтлĕ хресчен кăçал. Апла пулсан ăнăçу сунмалли кăна юлать ăна.