АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алра тытма илемлĕ, вулама та интереслĕ

08 апреля 2011 г.

«Кĕнекепе туслашсан, ăс пухан»,- теççĕ ваттисем. Кашни çулах республикăра Чăваш Наци библиотеки «Литературăллă Чăваш ен» конкурс ирттерет. Конкурса хутшăнса Чупай ял библиотекинче кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.

Кунта 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă ача-пăча кĕнекисенчен пуçласа аслă ăрури вулакансем валли те пур. Тĕрлĕ темăпа, чăвашла, вырăсла çырнă кĕнекесемпе вулакансем хаваспах паллашрĕç. Унсăр пуçне вĕсем вăл е ку кĕнекешĕн сасăлава хутшăнчĕç. Проза номинацине Л.Таллеровăн «Савнă Самиле» тата Г.Орловăн «Вутри юрату» кĕнекисем мала тухрĕç. Ачасене вара ытларах Н.Ыдарайăн «Алуккапа тусĕсем» кăмăла кайрĕ.

Вулакансемпе библиотекăра Г.Орловăн «Вутри юрату» кĕнекин премьери иртрĕ. Ку мероприятие библиотека çумĕнчи хĕрарăмсен клубĕ «Завалинка» хутшăнчĕ. Вĕсене иртнĕ çулсенче «Литературăллă Чăваш ен» конкурсри кĕнеке- çĕнтерÿçĕсем те кăсăклантарчĕç. Шкул çулне çитмен ачасемпе В.Игнатьева-Тараватăн «Ÿссе çитĕн хăвăртрах» сасăллă вулав иртрĕ.

«Алра тытма илемлĕ, вулама та интереслĕ» кĕнеке уявне иккĕмĕш класра вĕренекенсем пухăнчĕç. Вĕсем «Кĕнеке патшалăхне» çитсе курчĕç, кĕнекене мĕнле тытмаллине аса илчĕç. В.Игнатьева-Тарават, А.Растворцев, Л.Кадкин, П.Çăлкуç, Н.Теветкел кĕнекисемпе хаваспах паллашрĕç, хăйсене çамрăк артистсем вырăнне те хучĕç, Н.Ыдарай «Алуккапа тусĕсем» кĕнекинчи ыйтусем çине хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика