АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв пулсан чунра та таса

08 апреля 2011 г.

Юлашки çулсенче Мăнçырма ял тăрăхĕнче чылай улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсен шутĕнче ялти çăл куçсемпе пусăсене (тарасасене) тасатса тĕпрен юсасси уйрăмах палăрчĕ.

Акă, тĕслĕхрен, Чиркÿ, Октябрьски, М.Горький урамĕсенче пурăнакансем уйрăмах пысăк активлăх кăтартрĕç. Иртнĕ 2010 çул шăрăх та типĕ пулни пурне те паллă. Çакă таса та пахалăхлă шыв çителĕксĕр пулни çинче уйрăмах палăрчĕ. Чылай çынсем хăйсен уйрăм хуçалăхĕсенчи пусăсене тасатрĕç, тĕпрен юсарĕç. Вăл шутра халăх пĕрле усă куракан çырмари çăл куçсене тасатса çĕнĕ тимĕр-бетон çаврашкасем ячĕç. Çак кунсенче акă Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕ таврашĕнчи тĕп пусăна тĕпрен юсарĕç. Ку ĕçре çамрăксемпе пĕрлех аслăрах çулхисем те пысăк тăрăшу кăтартрĕç. Чиркÿ настоятелĕ Леонид атте (Ермолаев) çине тăнипе тата ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе Октябрьскипе М.Горький урамĕсенче пурăнакан ял халăхĕ ку ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче çамрăксем ытларах пулчĕç. Вĕсем паллах, ку пусăн кун-çулне пĕлмеççĕ, ăна вĕсем çураличчен чылай маларах тунă. Ваттисем хушшинче те çапла калакансем те пулчĕç - эпир ку тарасана хăçан тунине ас тумастпăр теççĕ. Паллах, ас тумаççĕ пулĕ, хăшĕсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă, хăшĕсем вăл вăхăтра ĕç шыраса е вĕренсе хăйсен пултарулăхне ÿстерме тухса кайнă. Анчах эпир, манпа пĕрле шкула çÿреме пуçланăскерсем, ку тапхăра лайăх астăватпăр. Ку вăхăтра пирĕн урамсенче никамăн хуçалăхĕсенче те пусăсем пулман. Шыв кÿме эпир пурте Чиркÿ кассинчи ял варринчи çăла çÿренĕ. Тарасана туса лартма 1958 çулсен пуçламăшĕнче чиркÿ настоятелĕ Павел атте ĕç пуçарнă, çав вăхăтрах ăна туса лартнă. Кун çинчен пире чиркÿ çывăхĕнче пурăнакан 91 çула çитнĕ Анна Сильвестровна Сильвестрова каласа пачĕ, вăл вăхăтра ялти фельдшерпа-акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла. Пусăна тасатассипе тĕпрен юсасси çине çак ĕçсем кĕчĕç: пусăн кивĕ пурине кăларса тĕпне тасатасси, çĕнĕ тимĕр-бетон çаврашкасем яни. Ку ĕçре уйрăмах çак çынсем тăрăшуллă пулни палăрчĕ: А. Васильев, В.Емельянов, А.Михайлов, О.Александров, В.Александров, Н.Иванов, Т.Гурьева, Э.Иванова тата юнашарти Кивĕ Шулхан ялĕнчи Г.Портнов, М.Портнов тата ыттисем те. Çапла вара пусăна юсаса çĕнетрĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика