08 апреля 2011 г.
Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула шыв ыйтăвĕ ял çыннине чылай пăтăрмахсем кăларса тăратрĕ. Ялсенче тарасасем типсе ларчĕç. Шывсăр пурнăç çук. Чăнах та шывсăр нимĕн те пула пĕлмест, нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнаймасть, нимĕнле ÿсен-тăран та аталанаймасть, апат та пиçмест, мунча та хутăнмасть.
Инкек-синкек сиксе тухсан пушара сÿнтерме мĕн чухлĕ шыв кирлĕ. Пирĕн ялта шыв башнине иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех туса лартнă, паха та таса шывпа ял халăхĕ туллин усă курнă, уншăн укçа тÿлемеллине аса та илмен. Ял хуçалăхĕ ахăр саманана пула саланса арканса пĕтсен пирĕн ялти шыв башнине шывпа усă курнăшăн укçа тÿлемен тесе 2004 çултах энергосистема сферинче ĕçлекенсем килсе халăха систермесĕр, электроэнерги памалла мар туса хăварнă. Халăх малтанлăха шавларĕ те - чарăнчĕ. Инкек çине синкек тенĕ евĕр 2005 çулта яла çут çанталăк газĕ кĕртнĕ вăхăтра газ пăрăхĕсем валли канал чавнă чухне шыв пăрăхĕсене механизатор тимсĕрлĕхне пула виçĕ тĕлте татса юрăхсăра кăларнă. Яваплă çын çуккипе усă курса татнă шыв пăрăхĕсене сыпмасăрах механизатор хупласа хунă. Шыв башнине ĕçлеттерессишĕн чунĕ ыратакан çын тупăнмарĕ.
Апла пулин те шыв ыйтăвĕ пĕтмерĕ. 2006 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçатра «Пирĕн яла килсе курăр» статья тухрĕ. Унти шыв ыйтăвĕпе пĕрле, кĕрлĕ-çурлă та çумăрлă çанталăкра яла кĕрсе тухма çукки çинчен аса илтернĕ. Çавăн пекех çав çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра «Шывсăр, хуçасăр» статья пичетленсе тухрĕ. Асăннă статьясене тишкерсе сÿтсе явма «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче тÿрĕ лини йĕркелерĕç. Унта район администрацийĕн строительство пайĕн представителĕ те хутшăннă. Пĕчĕк Енккассинче тарасасем пур тесе шыв башнине ĕçлеттерес енĕпе нимĕнле йышăну та туман, алă сулнă та ĕçĕ пĕтнĕ терĕç пулмалла. Унтан çул хыççăн çул иртсе пычĕ, вăхăт малаллах шурĕ - çырма-çатрасемпе, варсенче вăл вăхăтра мĕн чухлĕ шыв юхса иртрĕ пулĕ. Çапла 2010 çулхи октябрь уйăхне çитрĕмĕр. Суйлав. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен суйлавĕ пулчĕ. Суйлавçăсем Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма А.И.Иванова, район депутатне В.П.Иванова суйларĕç. Çĕнĕрен суйланнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чи малтан шыв ыйтăвĕпе ĕçлеме тытăнчĕ. Кĕске вăхăтрах Ичеснерка шывĕ çинчи икĕ пĕвене юсаттарса шыв тăмалла турĕ. Пĕчĕк Енккассинчи шывсăр антăхса çитнĕ çынсене шывпа тивĕçтерме Ичеснерка шывăн леш енче тапса тăракан çăл куçне тасатса, тарăнлатса икĕ тимĕр бетон кăшăлĕ вырнаçтарса шыв ăсмалла нимелле турĕç. Халĕ çав çăлра метр çурă тăрна куçĕ пек тап-таса шыв тăрать, шывне мĕн чухлĕ ăсан, çавăн чухлĕ тулсах пырать. Вăл шывпа çур ял халăхĕ усă курать. Ку ĕçе вĕçленĕ хыççăн шыв башнине ĕçлеттерме тытăнчĕç. Ку ĕçе те ял халăхĕ нимелле пурнăçларĕ. Талнă шыв пăрăхĕсене чавса кăларса сыпрĕç, колонкăсене юсарĕç (юсав ĕçĕсем çăва тухсан тумаллисем пур-ха). 7 çул ĕçлемесĕр ларнă башня ĕçлесе кайрĕ, халăха усă пама тытăнчĕ. Кăçалхи хĕл юрлă, çил-тăманлă тăчĕ пулин те ял урамĕсене машина кĕрсе çÿремелĕх тасатсах тăчĕç. «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать» халăх сăмахĕ чăнлăха тухрĕ. Ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕн А.Ивановăн ĕçĕн усси ял халăхĕн куçĕ умĕнчех. Çавăншăн вăл суйлавçăсен тав сăмахне чăннипех тивĕçлĕ. Кăçал çăва тухсан çырмаран вĕтĕ чул, типĕ тăпрапа хăйăр турттарса ял урамне сарса тухса хытарнă çул тумаллине тĕллев лартмалла. Тăпрапа хутăш вĕтĕ чула Ичеснерка шывĕ тăрăх темĕн чухлех тупма пулать. Йĕркелемелли шыв ыйтăвĕ кăна. Материалшăн - чул тăпра хăйăршăн - укçа тÿлес çук.