08 апреля 2011 г.
2010 çулхи типĕ çанталăк апат-çимĕç продукчĕсене хаклатса яни обществăна тата политиксене çывхарса килекен ака-суха ĕçĕсем çине ахаль чухнехинчен ытларах тимлĕх уйăрма хистет. Кăçалхи çур акинчен нумай килет. Çавăнпа та Россельхозбанк ку хутĕнче те сезон кредичĕсене илмелли процент ставкисене самаях чакарчĕ. Ялшăн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хресченсем ака ĕçĕсене туса ирттерме мĕнле пулăшу илме пултарни çинчен банкăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И.Письменская каласа парать.
– Ирина Николаевна, массăлла информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Россельхозбанкра ятарлă структура - ака ĕçĕсене финанслакан штаб йĕркеленĕ. Мĕн тĕллевпе туса хунă-ха ăна?
– 2010 çулхи тип-шар тата пушарсем хыççăн ака ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра туса ирттересси çине Президентпа Правительствăран пуçласа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, пур влаç органĕсем те, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Россельхозбанк вара АПКна пулăшса пыракан тĕп финанс институчĕ пулнă май çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтуран пăрăнса юлма пултараймасть. Банкăн кашни филиалĕнчех çур акине финанслассине организацилессипе ятарлă штабсем йĕркеленĕ.
– Ялсенче çĕр лаптăкĕсем те, акас текенсем те пур, техники те çителĕклех. Аграрисене чи кăсăклантаракан ыйту вăл Россельхозбанк кÿрекен финанс пулăшăвĕ мĕнле шайра пулни.
– Паянхи кун аграрисем мĕнлерех лару-тăрура пулнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕшĕн экономика тĕлĕшĕнчен те, çанталăк условийĕсем тĕлĕшĕнчен те йывăр пулчĕ. Шел пулин те, уя тухмалли ресурссем пурин те çук, çавăнпа та вĕсен банксемпе, кредит кооперативĕсемпе хутшăнса ĕçлемесĕр май килмест. Вăрлăх, саппас пайĕсем, кивелнĕ техника вырăнне çĕнни туянма та укçа-тенкĕ кирлĕ. Çак лару-тăрура эпир ял хуçалăх çыннисене тăкаксене саплаштарма, вăй хушма, йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшма хатĕр. Çак тĕллевсене пурнăçлама Раççейĕпе чи пĕчĕк ставкăсемпе 105 млрд тенкĕ пама хатĕрлесе хунă. Чăваш Ен валли хальлĕхе 196 млн тенкĕ уйăрнă тата 73 млн тенкĕ валли заявкăсем пур. Пĕтĕмĕшле çур акине ирттерме республикăна 290 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
– Çур акине ирттерме паракан кредитсене мĕнлерех процентсемпе параççĕ-ха?
– Процент ставкисем çулталăкне 7,75 пуçласа 10 процент таран. Чи илĕртÿлли вара сезонри ĕçсене пурнăçлама паракан кредитсене Россельхозбанка федераллă тата регионти бюджетсенчен субсидилеççĕ. Çапла кредит тата йÿнĕрех пулса тухать.
– Аграрниксене çăмăллăх кредичĕсене мĕнлерех тĕллевсене пурнăçлама параççĕ?
– Ял хуçалăх производителĕсем 2 стандартлă кредит продукчĕпе усă курма пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ – кулленхи тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан кредит. Ăна çулталăка – çулталăк çурăна параççĕ. Çак укçапа хресчен шăпах удобрени, вăрлăх, выльăх апачĕ туянма, çавăн пекех çĕршĕн аренда укçи тÿленĕ, ял хуçалăх техникине юсама саппас пайсем туяннă чухне усă курма пултарать. Иккĕмĕшĕ - инвестици тĕллевĕсене пурнăçламалли. Ăна 10 çул таранчченех илме май пур. Инвестици кредичĕсене тĕпрен илсен строительство валли, ял хуçалăх продукцине туса кăларакан объектсене реконструкцилеме, модернизацилеме параççĕ.
– Кредит илес текен мĕн чухлĕ вăхăт хушшинче укçана алла илейĕ? Çуркунне кашни сехечĕ шутра темелле. Çавна май сирĕн сотрудниксем кирлĕ документсене кĕске вăхăтра хатĕрлеме пулăшаймĕç-и?
– Банк сотрудникĕсем клиентсене документсене хатĕрлеме пулăшаççĕ, хут ĕçĕнчен май килнĕ таран хăтарма тăрăшаççĕ. Кăçал эпир кредит илме панă заявкăсене пăхса тухас вăхăта чылай сахаллатрăмăр. Кредит памаллипе памалла маррине эпир пур документсене те пуçтарса çитернĕ хыççăн 4 кун хушшинче татса паратпăр. Унсăр пуçне кредита çитес çулхи тухăçа салука хурса та илме пулать. Салука хакланă чухне рынок хакĕсене шута илетпĕр.