АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма

08 апреля 2011 г.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе районти координациллĕ Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă. Константин Владимирович хăйĕн калаçăвĕнче кăçалхи икĕ уйăхри районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 15-мĕшĕччен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем мĕнлерех ĕçлесе пынипе статистика сăнавĕн уйăхлăхĕ ирттерни çинчен райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн район территорийĕнче 773 уйрăм çын предприниматель ĕç-хĕлне тĕрĕслемелле пулсан, кăçалхи мартăн 28-мĕшĕ тĕлне 677 уйрăм çын предприниматель отчет панă. Çакă 87,6 процентпа танлашать. Унсăр пуçне 122 пĕчĕк предприяти мĕнлерех ĕçсем туса ирттернипе паллашмалла пулсан, хальхи вăхăтра 81-шĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Ку 66,4 процентпа танлашать. «Çакăн пек ĕç туса ирттерни районти пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕнлерех шайра аталаннине уççăн палăртать», - терĕ Н.Краснова. Çавăн пекех Надежда Ильинична социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен мониторингĕпе паллаштарчĕ.

Канашлура Канашăн кăçалхи ĕç планне йышăнчĕç, 15 çынран тăракан çĕнĕ йыш суйларĕç. Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникне А.Тихонова асăннă Канашăн председательне суйларĕç, унăн заместителĕ - райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова, секретарĕ - райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ Н.Михайлова.

Россельхозбанк тата РФ перекет банкĕн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн представителĕсем пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшу ĕçĕсем парасси пирки каларĕç.

«Светлана» тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Белоусова, В.Василев уйрăм çын предприниматель хăйсен предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Координаци Канашĕн ларăвĕ «çавра сĕтел» хушшинче иртрĕ, кунта вĕсем районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика