АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Саккунпа йĕрке хуралĕнче»

05 апреля 2011 г.

Шупашкарти «Вăрмарсен ентешлĕхĕ», Вăрмар райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен пайĕн тата шалти çарсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат Чăваш милицине йĕркеленĕренпе 94 çул тата ЧР пушар хуралĕн управленийĕ 82 çул çитнине халалласа ачасем хушшинче конкурс ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ - ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси, полицире, пушар хуралĕнче ĕçлекенсен профессине пропагандăласси.

Конкурс 2011 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 31-мĕшĕччен иртĕ. Пур çамрăка та районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе çыхăннă хăйсен статйисене, тĕрленчĕкĕсене, калавĕсене, хайлавĕсене, ÿкерчĕксене тата ытти тĕрлĕ ал ĕçĕсене (тĕрĕ, панно) çак адреспа ярса пама ыйтатпăр: 429400, пос.Урмары, ул.Чапаева, 2, отдел образования и молодежной политики райадминистрации. Тел.: 2-15-41.

Конкурс ĕçне комисси 2011 çулхи июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетет. Йышпа хатĕрленĕ ĕçсемпе пĕрремĕш вырăна тухнисем 1200, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăн йышăнакансем 800 тата 500 тенкĕне тивĕçĕç. Уйрăм ĕçпе палăрнисем пĕрремĕш вырăншăн 1000, иккĕмĕш вырăншăн 600, виççĕмĕшшĕн 400 тенкĕ илĕç. Çавăн пекех 100-шер тенкĕлĕх 10 парне пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика