05 апреля 2011 г.
«Ватлăх... Ĕнер кăна-ха илĕртÿллĕ, хитре хĕрарăм е патвар та тĕреклĕ арçынччĕ, халĕ вара çÿç шуралчĕ, хастарлăхĕ, çирĕплĕхĕ чакрĕ, пĕтĕмпех ватлăх туртса илчĕ пуль. Анчах кăна чупса çÿрекен çамрăк, халĕ вара...», – çапларах сăмахсем илтме пулать «Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн» Арапуçĕнчи вăхăтăлăх пурăнмалли уйрăмĕнче пурăнакан ватăсенчен.
Йывăр шăпаллă кинемей-мучисем, тĕрлĕ сăлтавсене пула ватлăхра пĕччен тăрса юлнипе лекнисем кунта вăтăрăн пурăнаççĕ. Пурин те вĕсен пĕр шăпа.
Вăхăтлăх пурнăмалли уйрăмра ĕçлекенсем ватăсене пĕчченлĕхе чăтса ирттерме, пурнăçне малалла тăсма пулăшаççĕ. Çак уйрăма нумай çул хушши Людмила Александровна Софронова ертсе пырать. Кунти социаллă ĕçченсем:Н.Петрова, Л.Иванова, В.Викторова, Н.Максимова, В.Михайлова, Л.Арсентьева; тутлă апат пĕçерсе çитерекенсем - И.Исакова,Т.Васильева, Н.Исаков, Г.Софронов хуралçăсем, уйрăмри вак-тĕвек ĕçсене туса пыракан Ю.Софронов.
Çак уйрăмра кинемисемпе мучисене пурăнма питĕ лайăх условисем туса панă: ăшă, сĕтел çинче вĕри апат тата кунта тăрăшакансен ăшă сăмахĕ. Тата мĕн кирлĕ-ха ватă çынна; Темĕнле йывăр пулсан та ватăсем пуçа усса лармаççĕ, уйрăмра иртекен мероприятисене хутшăнма юратаççĕ. Тĕслĕхрен, «Эй, телейлĕ Çĕнĕ Çул, пирĕнпе хаваслă пул!», «Аты-баты, шли солдаты», «Ан пурăнăр пĕр кун та юратмасăр», «Кулăш, канма пулăш», «Ватăлмаççĕ аннесем» тата ытти те.
Ватăсем чăваш концерчĕсене, спектаклĕсене питĕ кăмăлласа пăхма юратаççĕ. Районти Культурăпа кану центрне кайса курнисĕр пуçне ватăсем телевиденипе, DVDпе концертсем, спектакльсем пăхаççĕ.
Ватăсем питĕ хăтлă та илемлĕ пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Нина Васильевна Мрзуковапа Зинаида Ивановна Иванова пурăнакан пÿлĕме кĕрсен çакăн пек сăмахсене илтме тÿр килчĕ: «Çакăнта ĕçлекенсене пирĕн питĕ ырлас килет. Вĕсем пирĕн пурнăçа малалла тăсассишĕн нумай ĕçлеççĕ, пире вилме памаççĕ». Н.Мрзукова Кĕтеснер ялĕнчен, З.Иванова вара Хуруйĕнчен. «Пирĕн, çакăнта пурăнакансен, хăшĕсен ачисем те пур ĕнтĕ, анчах та пире вĕсем кунта пăхнă пек пăхмаççĕ. Эпĕ çак уйрăма килнĕ чухне вилмех патне çитнĕччĕ, халĕ вара чупатăп, çавăнпа та «Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр» ертÿçине Жанна Николаевна Дмитриевана, çак уйрăм заведующине Людмила Александровна Софронована, социаллă ĕçченсене ырлăх-сывлăх, çемьесенче телей, çак йывăр ĕçре ăнăçу сунатпăр», – пулчĕç Нина Васильевнан сăмахĕсем.