05 апреля 2011 г.
«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - текен ваттисен каларăшне Тикаш ял тăрăхĕнчи хресчен (фермер) хуçалăх ĕçченĕсем ăша хывнă та ĕнтĕ. Çавна май хальхи вăхăтра «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче (пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов) кăçалхи çул тулăпа урпан вăрлăхĕсене элита вăрлăхĕпе улăштарнă. Машинăпа трактор паркне çĕнетес ĕç пырать. Çитес вăхăтра кунта «Амазония» сеялка тата çĕнетнĕ «Беларус» трактор кÿрсе килмелле. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнче «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ (пуçлăхĕ Александр Геннадьевич Сапаркин), «Кĕтне» хресчен(фермер) хуçалăхĕ (пуçлăхĕ Валерий Николаевич Михайлов), «Ильин В.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ (пуçлăхĕ Владимир Ильич Ильин), «Передовик» агропромышленноç комплексĕ» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ Виктор Федорович Кандаков), «Сарабай» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ Анатолий Витальевич Ульянов), «Тихонов Н.А.» уйрăм çын предприниматель лайăх аталанса пынине палăртмалла.
«Передовик» агропромышленноç комплексĕ» тулли мар яваплă обществăра хальхи вăхăтра çурхи тулă вăрлăхне аллас ĕç пырать. Çак ĕçе дизель подъемник-перевозчик пурри чылай çăмăллатать. Асăннă хуçалăхра иртнĕ çул вăрлăхлăх çĕр улми упрамашкăн хранилищĕне çĕнетнĕ. Асăннă хуçалăхсенче пуринче те техникăна çур акине хатĕрлесе çитернĕ.