01 апреля 2011 г.
Сывă пурнăç йĕркине пропагандăланă чухне çакăн пек концепци тĕп вырăнта пулмалла: ыран эмел туянма укçа-тенкĕ тăккаличчен паян унпа сывлăха çирĕплетмелле. Сывлăхлă пулас тесен вара физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов тата районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ халăха массăллă спорта явăçтарас тата çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас тĕллевпе кашни çулах йĕлтĕр эстафети ирттерет. П.Семенов пулăшнипех ĕнтĕ çулсерен республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та тĕрлĕ йышши ăмăртусем иртеççĕ. Акă ку хутĕнче те тĕрлĕ çулсенчи йĕлтĕрçĕсем, районти шкулсенчи спортсменсем хушшинче тупăшу çивĕч пулчĕ.
Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшуçи А.Чернов, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев уçрĕç, ăмăртура çитĕнÿсем тума, малашлăхра район чысне республикăра та çÿле çĕклеме сунчĕç. Райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова шкул командисене регистрацилерĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Н.Изосимов спорт уявĕн йĕркипе паллаштарчĕ. Старта чи малтан VIP ушкăнри спортсменсем тухрĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухрĕ. Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Ю.Данилов - иккĕмĕш, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти искусство шкулĕн директорĕ Е.Ефимов виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен И.Дмитриева (райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ) - пĕрремĕш, Т.Васильева (Пенси фончĕн районти Управленийĕ) иккĕмĕш пулчĕç.
Пиллĕкмĕшпе çиччĕмĕш классенче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасен тупăшăвĕ çивĕч иртрĕ. Çил пек вăйлă вĕçсе чупса тухса кайрĕç вĕсем стартран. Кунта Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пуринчен малтан чупса тухрĕç. Арçын ачасен те, хĕр ачасен те командисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен командисенчен иккĕмĕш вырăна Пинер, виççĕмĕшне Пысăк Енккасси шкулĕсем çĕнсе илчĕç. Арçын ачасен командисенчен Кĕлкеш шкулĕ иккĕмĕш, Тикашпа Энĕшпуçсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Унтан 8-9 классенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Хĕр ачасенчен Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул командине çитекенни пулмарĕ. И.Долгова, Т.Пугачева, Л.Васильева тата ыттисем те пысăк кăтартусемпе палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăна Кĕлкеш, виççĕмĕшне Энĕшпуç шкулĕсен командисем тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш Чупайсем, иккĕмĕшсем Энĕшпуçсем, виççĕмĕшсем Мăнçырмасем пулчĕç.
Ăмăртăва районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул командисем те активлă хутшăнчĕç. Хĕрсем хушшинче иртнĕ тупăшура ку хутĕнче Энĕшпуç шкулĕн команди çĕнтрÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Пысăк Енккасси хĕрĕсем вĕсенчен кая юлмарĕç, иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Мăнçырма хĕрĕсем вара виççĕмĕшсем пулчĕç. Каччăсем те хăвăрт чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Мăнçырмасем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Энĕшпуç шкул командисем тухрĕç.
18-29 çулхи арçынсенчен И.Ильин (Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ) пĕрремĕш, А.Топтыгин (Чупай ял тăрăхĕ) - иккĕмĕш, М.Андреев (Чупай ял тăрăхĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсенчен вара С.Данилова (Кĕлкеш) пĕрремĕш, К.Васильева (Чупай) иккĕмĕш, В.Алексеева (Кавал) виççĕмĕш пулчĕç.
30-39, 40-49, 50-59, 60-69 çулхисем хушшинче А.Белов, О.Мефодьев (Мăнçырма), О.Иванов (Энĕшпуç), С.Степанов, О.Семенова, А.Виссарионова (Пенси фончĕн районти Управленийĕ), В.Лаврентьева, Ю.Захаров ( районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ), Н.Павлов (Чулкас), С.Орлова (Терлемес), Э.Николаева (Вăрмар поселокĕ), Н.Краснова (Вăрмар район администрацийĕ), Н.Андреев (Вăрмар поселокĕ), В.Захаров (Куславкка хули), Г.Андреев (Кивĕ Вăрмар), Т.Ашмарина (Кавал), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри районĕ), А.Богданов (Куславкка), В.Васильев, Н.Михайлов, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ), К.Иванов (Кивĕ Вăрмар), З.Гайфуллина (Хусан хули) çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç.
Спорт уявне йĕркелекенсем мала тухнă спортсменсемпе командăсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, медальсем, хаклă парнесем, укçан парса чысларĕç, район хаçатне иккĕмĕш çур çула çырăнтарса пачĕç.
«Хĕрлĕ ялав» призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр эстафетине ирттерме пулăшнă райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникне Ю.Соколова, райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующине Л.Агапована, ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн директорне С.Архипова, спорт ăмăртăвĕн судйисене Н.Изосимова, А.Яковлева, С.Никитина, Н.Сейфуллина, А.Петрова редакци тав сăмахĕ калать. Çавăн пекех А.Ноздрин (Чупай), Г.Исаев (Энĕшпуç), О.Кузьмин (Кĕлкеш) тренерсем командăсене пысăк шайра хатĕрленине каламалла. Çак ăмăртура тупăшнă командăсем малашне те пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанатпăр. Спорт уявĕнче çил-тăман кăштах алхасрĕ пулин те, сар хĕвелĕ ăна çĕнтерчĕ. Ăмăртăва хутшăннисене çанталăк пĕрре те чăрмав кÿмерĕ, вĕсем пурте лайăх результатсем кăтартрĕç. Спортпа çамрăксемпе пĕрлех аслă ăрурисем те туслă. Акă З.Гайфуллина 80 çултан иртнĕ пулин те, ăмăртăва ăнăçлă вĕçлерĕ. Ку вăл яшсемпе хĕрсемшĕн ырă тĕслĕх. Спорт уявĕ вĕçленчĕ пулин те, йĕлтĕрçĕсем саланма васкамарĕç, ăмăртăвăн итогĕсене сÿтсе яврĕç, пултаруллисене саламларĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сывлăх сунчĕç.