01 апреля 2011 г.
«Юратрăм эп, хирсем, сире,
Сана та, сĕм хура вăрман!», -
çапла шăранаççĕ тăван тавралăха юратма хистекен Слакпуçĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх поэчĕн сăвă йĕркисем.
Кăçал Я.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине çĕршывĕпех паллă тăваççĕ. Эпир те, Аслă Чакри шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, чăваш чĕлхипе литература эрнине Я.Ухсая халалласа ирттертĕмĕр. 9-мĕш классем «Çĕрпе пĕлĕт юрăçи» литературăпа музыка композицийĕ хатĕрлерĕç, «Çĕр поэчĕ» ятпа хаçат кăларчĕç.
Поэта халалласа 1-9-мĕш классем сăвăсем çырчĕç. Чи ăста сăвăç ятне 7-мĕш класра вĕренекен Т.Мельникова тивĕçлĕ пулчĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ пуç ватмăшсен конкурсĕнче Марийăпа (9 кл.) Владимир Ухинсем (7 кл.) 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Я.Г.Ухсай биографине пĕлетĕр-и;» викторина тупăшăвĕнче Р.Никитина (9 кл.) тулли те тĕрĕс хурав пама пултарчĕ. «Тĕрĕс çырар» конкурсра Л.Григорьевана (8 кл.) çитекенни пулмарĕ.
Яков Гаврилович ячĕ чăваш литературинче чи сумлă ятсенчен пĕри шутланать. Шкулта ун пултарулăхне юратсах вĕренеççĕ.