01 апреля 2011 г.
«Чĕлхем вăл - халăхăн тымарĕ, çут ахах,
Ăна мухтар паян хăюллăн».
Çак сăвă йĕркисен чăн пĕлтерĕшне уçса пама пултарчĕç районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уçă уроксен фестивалĕнче.
Фестиваль Пысăк Енккасси шкулĕнче иртрĕ. Паллах, шкулĕ пирки лайăххине çырса пĕтересси пулмĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсене ятарлă тумпа çÿренине курсан хамăра ял шкулĕнче пулнă пек туймарăмăр. Пур çĕрте те йĕркелĕх, тасалăх хуçаланать, вĕренекенсен культура шайĕ çÿлте пулни курăнать.
Фестивальте ултă урок итлесе тишкертĕмĕр, унта 6 вĕрентекен хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, чунрине, пĕлтерĕшлине, чи илемлине палăртма, шухăша вĕренекенсем патне çитерме пире анне пилленĕ тăван чĕлхе пулăшнине кăтартрĕç. Хăйсен çепĕç калаçăвĕпе, илемлĕ чĕлхипе вĕренекенсене çеç мар, итлесе ларакансене те тыткăнларĕç.
Мана Шăхаль шкулĕнче ĕçлекен Н.Яндутовапа Кавал шкулĕнчен Н.Авакова урокĕсенче пулма тÿр килчĕ. Надежда Николаевна «Антоним» урок темине палăртма кроссвордпа усă курчĕ, урок тăршшĕпех ачасене пĕр минут та ĕçсĕр лартмарĕ, нумай тĕрлĕ ĕç туса ирттерме ĕлкĕрчĕç вĕрентекен кашни самантне шута илсе йĕркеленĕ урокра.
«Пурнăçа хакламастпăр мулпа -
Мул пулать те пĕтет,
Мул чуна типĕтет,
Пурнăç хаклă телей-ырлăхпа»
(Б.Романов).
Ку сăвă йĕркисем - Надежда Юрьевна А.Емельяновăн «Хура кăрăç» повеçĕ тăрăх ирттернĕ пĕтĕмлетÿ урокĕн эпиграфĕ. Кавал шкулĕнче аслă классем çук пулин те, 11 класра уçă урок ирттерме палăртни хăйех вĕрентекенĕн ĕç опычĕ çÿллĕ шайра, тавра курăмĕ анлă пулнипе кăтартать. Ыйтусене тĕрĕс палăртма пултарни, урок саманчĕсене пĕлсе йĕркелени вĕренекенсемпе вĕрентекене 45 минут хушши тухăçлă ĕçлеме май пачĕ. Ачасем вĕрентекенĕн кашни ыйтăвне туллин хуравлама пултарнине палăртма кăмăллă.
Фестивальте И.Краснова (Кинчер) 6-мĕш класра Л.Сачкова çырнă «Оля-Улькка» калавпа, А.Васильева (Пысăк Енккасси) Е.Осипова çырнă «Кăмăл улшăнчĕ» калав тăрăх йĕркеленĕ вăйă-аукцион, А.Михайлов (Чулкас) С.Шавли çырнă «Вĕçкĕн Ваççа» сăвăпа, Р.Теплова (Аслă Чак) «Глаголсен çĕршывĕнче» ăмăрту урок ирттерчĕç. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлани кăмăла çĕклет, ахальтен мар ĕнтĕ Регина Семеновна урок ирттерме чăваш тумĕпе килет. Альбина Васильевна «Вĕçкĕн Ваççа» персонажĕсене хăй ĕçлекен шкултан илсе пынă.
Ирттернĕ уроксене тишкерме, хак пама фестивале пынă вĕрентекенсем пурте хутшăнчĕç, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Дзюба хăйĕн калаçăвĕнче чăваш чĕлхин çепĕçлĕхне, учительсем урокра çемçен те ăшшăн калаçнине итлеме кăмăллă пулнине, кашнин урокĕнче пулса курма май пулманнишĕн пăшăрханнине палăртрĕ. Урок ирттерсе чăваш чĕлхин тĕнчине илсе кĕме пултарнăшăн вĕрентекенсене тав сăмахĕ каласа З.Пуклакова фестиваль ĕçне пĕтĕмлетрĕ.
«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл - тăван чĕлхе. Унра Тăван çĕршыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн çĕршывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - паллă академик Г.Волков çырнă çак йĕркесем пире хамăрăн тăван чĕлхене - чăваш чĕлхине юратса та тăрăшса вĕренме хистеççĕ.