01 апреля 2011 г.
«Çар тивĕçĕ тата çар служби» Федераллă саккунăн 22 статйипе тата РФ Правительствин «Раççей гражданĕсене çар службине илмелли Положение çирĕплетесси çинчен» Постановленийĕпе килĕшÿллĕн район пуçлăхĕ К.Никитин 1984-1993 çулсенче çуралнă, призывран отсрочка çук граждансене, çавăн пекех çак çулсенче çуралнă граждансен отсрочка срокĕ тухнă пулсан, çара илесси çинчен Хушу кăларнă.
Район больницин тĕп врачне В.Кириллова призывниксен сывлăхне тĕрĕслес тата чирлисене сиплес енĕпе врачсенчен медицина комиссийĕ йĕркелеме хушнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместительне - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникне Ю.Соколова районта çара ăсатассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеме тата «Призывник кунне» ирттерме сĕннĕ.
Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайне Раççей Çарне каякансене республикăри пухăнмалли пункта автотранспорт предприятийĕн транспорчĕпе леçме, районти шалти ĕçсен пайне граждансене салтака ăсатнă чухне призыв участокĕнче тивĕçлĕ йĕрке тума, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене çара каякан çамрăксене ăсатассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеме хушнă.