01 апреля 2011 г.
Иртнĕ кунсенче Вăрмарти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв пулчĕ.
Кунта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райпо Канашĕн председателĕ – Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Харитонов, райадминистрацин экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, «Светлана» тулли мар яваплă общество директорĕ С.Белоусова килнĕ. Çак савăнăçлă кун К.Никитин çĕвĕ цехĕнчи О.Кириллована Хисеп хучĕ, предприятин тĕп бухгалтерне И.Андреевана, арçынсен залĕнчи парикмахера М.Панасюка Тав çырăвĕсем панă.
Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат директорĕ Ю.Максимов çавăн пекех Т.Димитриевана, Л.Повернаяна Хисеп хучĕсемпе чысланă.