29 марта 2011 г.
Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕ 2010 çулхи ноябрь уйăхĕнче Вăрмар район гражданинĕ пирки пуçарнă уголовнăй ĕçе вĕçлесе пырать. Следстви вăхăтĕнче çакă паллă пулнă: 2010 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче хăй пурăнакан килĕнче амăшĕпе вăрçăнса кайнă. Çав вăхăтра вăл амăшне 2 хутчен пуçран çапнă, çавăн хыççăн вырăн çинчен илсе персе ăна икĕ хутчен урапа пуçран тапнă. Тепĕр кунне йывăр сиен кÿнĕ хĕрарăма районти тĕп больницăна илсе кайнă. Вăл унта пĕр уйăхран пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Следстви вăхăтĕнче хĕнекен арçын мĕн ачаран хăлхасăр, чĕлхесĕр çын пулни палăрнă. Вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, ятарлă шкулсенче ниçта та вĕренмен, анчах та хăлхасăр, чĕлхесĕр çыннăн калаçăвне ăнлантарса пама пултаракана вăл хăй обществăна кÿрекен хăрушă ĕç пирки ăнлантарса панă. Малтанхи следстви вăхăтĕнче айăпланакан пирки психиатри экспертизи ирттернĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн айăпланакан чăнахах та психика тĕлĕшĕнчен сусăр пулни палăрнă. Амăшне çапнă вăхăтра та вăл обществăшăн мĕнле хăрушла ĕç тума пултарнине ăнланман. Хальхи вăхăтра асăннă арçын пирки уголовнăй ĕçе пĕтерес тĕллевпе следствипе процессуаллă ĕçсем пыраççĕ.