29 марта 2011 г.
Эрне кун район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Тăвай районĕнче иртнĕ семинар-канашлăва хутшăннă.
Унăн тĕп теми:«РФ законодательствине 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 435 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртнине шута илсе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессин уйрăмлăхĕсем».
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусемпе ЧР Пурлăх министерствин çĕр хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх политикин пай пуçлăхĕ И.Модина, Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографи федераци службин Чăваш Енри Управленийĕн, ЧР нотариус палатин, «ЧР Çĕр кадастрĕн палати» ФПУ представителĕсем тухса калаçнă. Семинар вăхăтĕнче Константин Владимирович Вăрмар районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç еплерех пынипе паллаштарнă. «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем юридици сăпатĕнчи çынсем çĕр участокĕсемпе яланлăх усă курмалли правасене вăхăтра йĕркелессипе комплексла мерăсене епле пурнăçланине тĕрĕслесси çинчен» ыйтупа И.Модина калаçрĕ. Росреестрăн Чăвашри Управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Е.Карпеева «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен» 435 номерлĕ Федераллă саккуна пурнăçланă чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăннă хутшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех çĕр пайĕсене еткерлĕхе илмелли нотариус прависене йĕркелессипе çыхăннă актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă.