29 марта 2011 г.
Раççей культура ĕçченĕсен уявне халалласа районти Культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Районти культура учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра 200 ытла çын вăй хурать. Савăнăçлă уява çак сферăра чылай çул тăрăшса вăй хунисем, ветерансем, культура вучахĕсенче, музейра, ачасен шкул искусствинче тăрăшакансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Культура ĕçченĕсен уявĕ ачасен илĕртÿллĕ ташшипе пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем те залра ларакансене хăйсен юррисемпе профессиллĕ уявпа саламларĕç. Уявпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин та саламларĕ. «Культура ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ пурри пысăк пĕлтерĕш йышăнать, вăл культура ĕçченĕсен творчествăлла аталанăвĕн ÿсĕмне палăртать. Çак отрасльти ĕçченсен миссийĕ - çыннăн тĕнчекурăмне аталантарасси, ăс-хакăлне пуянлатасси. Эсир тăрăшнипе вырăнти халăх тĕнче культурин ÿсĕмне курса, туйса тăрать, çавăн пекех муниципаллă библиотекăсен тата ялти клубсен ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн творчествăлла шырав малашне те районта культура йăли-йĕркине сыхласа хăварма тата аталантарма пулăшĕ. Пирĕн обществăн ăс-хакăл пуянлăхне анлăлатма искусствăн пур тĕсĕсем малашне те аталанасса шанатăп. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, профессиллĕ çитĕнÿсем, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп». Унтан пултаруллă культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем пачĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ çулсенче культура учрежденийĕсенче вăй хунă руководительсенчен, ветерансенчен уяв ячĕпе саламсем пулчĕç. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.