АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакна кашнин пĕлмелле

25 марта 2011 г.

Террористсенчен мĕнле сыхланмалла

- Путвалсене, чартаксене кĕмелли алăксене çирĕплетĕр, пичетлесе илĕр, решеткесем, тимĕр алăксем лартăр, çăрасем çакăр, вĕсен тĕреклĕхне пăхсах тăрăр.

- Домофонсем вырнаçтарăр.

- Пурăнакан вырăнта граждансем дежурство тăрассине йĕркелĕр. Палламан автомобильсемпе ют çынсем килнине тимлĕр.

- Михĕсем, ещĕксем, коробкăсем пушатаççĕ, путвала е пĕрремĕш хута йăтаççĕ пулсан, интересленĕр.

- Палламан çынсене алăк ан уçăр.

- Коридорсене, подъездсене, ĕç пÿлĕмĕсене лартса тултарнă япаласенчен пушатăр.

- Чÿречесем çине (уйрăмах аялти хутра) решеткĕсем лартăр. Вĕсене уçса ан хăварăр.

Теракт хăрушлăхĕ пулсан мĕн тумалла

- Чÿречесене карса хурăр - çакă сире сирпĕнекен кантăк ванчăкĕсенчен хÿтĕлĕ.

- Васкавлă эвакуацине хатĕрленĕр. Ун валли документсене, укçана, хаклă япаласене сумккана хурăр, кăштах çимелли илĕр. Хăвăрпа пĕрле шăхличĕ пулсан аванрах.

- Чирлĕ, ватă çынсене эвакуацине хатĕрленме пулăшăр. Балконсемпе лоджисем çинчен çунтармалли-сĕрмелли тата хăвăрт чĕрĕлсе каякан материалсене илĕр.

- Йод, бинт, мамăк тата ытти медицина хатĕрĕсем хатĕрлĕр. Пĕр-пĕрне пулăшасси пирки кÿршĕсемпе калаçса татăлăр.

- Çынсем йышлăн пухăнакан вырăнсенчен (пасарсем, магазинсем, стадионсем, дискотекăсем) пăрăнăр.

- Обществăлла транспортпа сайрарах усă курăр.

- Ачасене тата ватă çынсене дачăна, яла е урăх хулана тăвансемпе пĕлĕшсем патне ярсан аванрах.

- Телевизор, радиоприемник яланах ĕçлетĕр.

- Çуртра (хваттерте) апат-çимĕç продукчĕсем тата шыв тытăр.

Сирпĕтмелли хатĕрсене ăçта вырнаçтарма пултараççĕ

Çĕр айĕнчи каçăсенче (тоннельсенче), вокзалсенче, магазинсенче, пасарсенче, стадионсенче, дискотекăсенче, транспортра, пурнăçа тивĕçтермелли объектсенче (электроподстанцисенче, газ уçлакан тата валеçекен станцисенче), вĕренÿ заведенийĕсенче, больницăсенче, поликлиникăсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, çÿп-çап контейнерĕсенче, урнăсенче, пурăнакан çуртсен путвалĕсенче, пусма тăваткалĕсенче (подъездсенче), кĕпер тĕревĕсен айĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика