25 марта 2011 г.
2010 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи 83 номерлĕ «Патшалăх (муниципаллă) учрежденисем пурлăх хутшăнăвĕсен тата финанспа тивĕçтерессин уйрăмлăхĕсем çинчен» Федераллă саккуна пурнăçласа пырасси пирки районти Культура çуртĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен руководителĕсемпе, тĕп бухгалтерĕсемпе семинар-канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ С.Иванова, Чăваш Республикин финанс, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, спортпа туризм министерствисен представителĕсем, райадминистрацин организаципе контроль пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов хутшăннă.
«Федераллă саккунăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вырăнти халăха муниципаллă тата патшалăх пулăшу ĕçĕсем кÿрессин пахалăхне ÿстересси, учрежденисем финанс ресурсĕсемпе тата патшалăх (муниципаллă) пурлăхпа эффективлă усă курассине хавхалантарасси», - терĕ ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ С.Иванова хăйĕн калаçăвне пуçланă май.
Çакна палăртмалла: асăннă саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра 1500 учреждени хăйсен формине улăштармалла, вĕсен шутне 1253 муниципаллă учрежденисем кĕреççĕ. Вăрмар районĕнче хăйсен статусне 36 учреждени улăштарĕç. Вĕсенчен улттăшĕ - автономиллĕ, çирĕм тăххăрăшĕ - бюджетлă, пĕри урăхларах статус йышăнĕç.
Светлана Анатольевна çавăн пекех саккуна пурнăçа кĕртмеллин тапхăрĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ вăл хатĕрленÿ тапхăрĕ, кунта кирлĕ саккун акчĕсене йышăнасси кĕрет. Çак ĕçе 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă. Иккĕмĕшĕ - муниципаллă учрежденисен формине улăштарни тата йĕркеленнĕ çĕнĕ учрежденисене укçа-тенкĕ енчен тивĕçтересси. Çак ĕçе 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пурнăçа кĕртмелле. Асăннă тапхăрта тумалли ĕçсенчен пĕри вăл - муниципаллă учрежденисен балансĕ çинче тăракан тĕп пурлăха инвентаризацилемелле, баланс çинче унччен тăман объектсене шута илмелле, куçман пурлăхăн, куçакан уйрăмах хаклă пурлăхăн переченне йĕркелемелле, финанспа хуçалăх ĕç-хĕлĕн планне çирĕплетмелле.
Чăваш Республикин финанс министерствин казначейство управленийĕн начальникĕн заместителĕ Р.Николаева федераллă саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх (муниципаллă) учрежденисен лицевой счет уçмалли çинчен ăнлантарчĕ.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин пай начальникĕ Т.Лукина федераллă саккунпа килĕшÿллĕн муниципаллă учрежденисен пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Семинар-канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех муниципаллă учрежденисем укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнин йĕркине, муниципаллă пурлăхăн Реестрне пăхса тухнă.