АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » О.В. Макаров – Чăваш Енĕн премьер-министрĕ

25 марта 2011 г.

Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр çиччĕмĕш сессийĕнче депутатсем 21 ыйту татса панă.

Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн 2011 çулхи мартăн 23-мĕшĕнчи 26 номерлĕ Указĕпе Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Олег Витальевич МАКАРОВА çирĕплетнĕ.

Малтанах ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе тĕплĕ отчет тунă. Чăваш Енĕн политикăри, экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, промышленноçри, строительствăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренÿри тата ытти нумай тытăмпа отрасль-сферăри тăрăмпа паллаштарнă. Республика пуçлăхĕ Чăваш Ен Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн О.Макаров кандидатурине сĕннĕ.

О.В.Макаров биографийĕ

Олег Витальевич Макаров 1974 çулхи август уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Н.И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2004 çулта «Организаци менеджменчĕ» специальноçпа диплом ĕçне хÿтĕленĕ.

О.В.Макаров слесарь-юсавçă вĕренекенĕнчен пысăк предприяти директорĕ таран ÿснĕ. 2000 çултан тытăнса 2008 çулчченхи тапхăрта тĕрлĕ должноçра вăй хунă: Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Волга-Трейд» ООО директорĕ, Шупашкар хулинчи «САН Интербрю» АУОн дистрибьюци службин тавар туянас енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ, логистикăпа дистрибьюци менеджерĕ: «Шупашкар хулин сĕт завочĕ» АУОн ĕç тăвакан директорĕ, унтан генеральнăй директорĕ.

2008 çулхи апрельте «Чебоксарский» сĕт комбиначĕ» филиала ертсе пыма тытăннă, «ЮНИМИЛК-Атăл» представительствăн операци директорĕ, «ЮНИМИЛК-Атăлăн» Шупашкарти представительствин директорĕ пулса тăнă.

2008 çулхи октябрьтен пуçласа - Екатеринбург хулинчи «ЮНИМИЛК-Урал» представительство директорĕ.

PS: Премьер-министрăн ашшĕ Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче 1952 çулта çуралса ÿснĕ, Шăхальти вăтам шкула пĕтернĕ, профессиллĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» организацире ĕçленĕ, амăшĕ - Елчĕк районĕнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика