АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тупса хăвăрт сиплемелле

22 марта 2011 г.

Мартăн 24-мĕшĕ туберкулез чирĕпе кĕрешмелли кун шутланать. Çак кун 1882 çулта нимĕç ăсчахĕ Роберт Кох пĕрремĕш хут микроскоппа туберкулез чирне пуçарса яракан бактерисене курнă. 1993 çулта вара Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци (ВОЗ) туберкулез чирне тĕнчере анлă сарăлнă чирсен шутне кĕртнĕ, мартăн 24-мĕш кунне çак чирпе кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Ун тĕллевĕ - халăха туберкулез чирĕ, вăл ăçтан лекме пултарни, мĕнле сыхланмалли çинчен каласа ăнлантарасси.

Туберкулез çав тери анлă сарăлнă. Кашни 4 çеккунтра çĕр çинче пĕр çынна туберкулез чирĕ ерет, кашни 20 çеккунтра пĕр çын вилет. Кашни çул - 2 миллион çын.

Туберкулез - ерекен чир, унран сыхланма та, сывалма та пулать. Сывă çынна вăл чирлинчен кăна ерет. 2008 çулта çĕр çинче туберкулез чирĕпе чи нумай чирлекенсен шучĕ Свазиленд çĕршывĕнче пулнă: 100000 çынран 1200 çын чирленĕ. Америкăра 100000 çынран 4; Китайра - 98 çын; Раççейре - 85; Тыва Республкинче - 241; Тутар Республикинче - 59; Чăваш Республикинче - 75; Вăрмар районĕнче - 44 çын чирленĕ.

Туберкулез чирĕ пĕтĕм органсенчех аталанма пултарать: шăмăсенче, пÿресенче, куçра, пĕверте... Вăл çÿçре тата чĕрнере кăна пулмасть, çапах та унăн микробĕсем организма сывлăшпа пĕрле кĕреççĕ. Сывă иммунитет, çирĕп организм вĕсене йăлт пĕтерет. Енчен те микробсене вĕлерме вăй çитмест пулсан, вĕсем лимфăна, кайран юна куçаççĕ. Юн тăрăх пĕтĕм органсене çитеççĕ. Ытларах чухне (92 процент) микробсем ÿпкене ларса юлаççĕ те ÿпке туберкулезĕ пуçланать. Вăл çав тери каварлă чир, мĕншĕн тесен шыçă пĕр енчи ÿпкене çурри таран сарăлса ÿпке шăтсан кăна туберкулез хăй çинчен систерет: вăй чакать, апат начартарах анма пуçлать, кăштах ÿслĕк пулать, çĕрле тарлаттарать, кăкăрта ыраткалать. Чир малалла аталанса пынă май, унăн паллисем те ÿссех пыраççĕ. Сайра хутра туберкулез чирĕ юнлă сурнинчен те пуçланать.

Пирĕн район туберкулез анлă сарăлнă районсен шутне кĕрет. Çак чир пурне те лекме пултарать. Çавăнпа та ăна вăхăтра тупса маларах сиплеме пуçланинчен ырри нимĕн те çук. Ÿпке туберкулезне флюорографи тусан кăна пĕлме пулать. Флюорографи туберкулеза тин çеç аталанма пуçланă вăхăтра та тупма пулăшать. Мĕншĕн тесен ÿпкере пĕчĕк улшăнусем пулсан та вĕсем пленка çинче аванах курăнаççĕ. Район больницинчи флюорографи пÿлĕмĕ кашни кунах сакăр сехетрен виççĕччен ĕçлет, пĕрремĕш хутра вырнаçнă.

Юлташсем! Хăвăршăн тăшман ан пулăр, сывлăха упрама тăрăшăр. Кашни 12 çултан иртнĕ çитĕннĕ çын çулталăкне пĕрре флюорографи тухмалла. Енчен те сирĕн тăванăрсен, юлташсен е çывăх çыннăрсен хушшинче туберкулезпа чирлекен пулсан çулталăкне икĕ хутчен флюорографи тухмалла, мĕншĕн тесен туберкулез микробĕсем организма кĕрсен çулталăк тăршшĕпе те сыхланма, çулталăк иртсен те чир пуçлама пултараççĕ.

Çак анлă сарăлнă чире вăхăтра тупса палăртса, хăвăртрах сыватма пуçласчĕ. Маларах сипленме пуçлани чиртен хăвăртрах та тĕплĕнрех сывалма май парать.

Сăмах май, çак кунсенче «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх пуçланчĕ. Унăн вăхăтĕнче халăха хăрушă чир çинчен ăнлантарса парас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика