22 марта 2011 г.
Нумаях пулмасть республикăри библиотекăсенче «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи право йĕркисене тытса пырасси» тематикăлла ятарлă кун иртнĕ. Ăна ирттерекенĕсем - наци библиотеки, ЧР прокуратури, «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ. Çавна май районти тĕп библиотекăра та асăннă темăпа калаçу иртрĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, «Урмарытеплосеть» МУП директорĕ Ю.Никитин, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани», «Водоканал» тулли мар яваплă обществăсен директорĕсем О.Викторов, Ю.Иванов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева хутшăнчĕç.
Вăрмар прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов пурăнмалли çурт-йĕр законодательствин положенийĕпе паллаштарчĕ, ял тăрăхĕсенче тĕрĕслÿ ирттернĕ вăхăтра вырăнти граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе çыхăннă ыйтусенче саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.
РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе тĕрлĕ компанисене суйласа илме пурри çинчен райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов тухса калаçрĕ. Урмарытеплосеть предприятин директорĕ Ю.Никитин коммуналлă пулăшушăн хăш-пĕр хваттер хуçисен парăмĕ ÿссех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани директорĕ О.Викторов ЖКХ сферинчи тарифсемпе пулăшу ĕçĕсем çинчен ăнлантарчĕ, энергие перекетлессипе тата энерги эффективлăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Иванов шывпа усă курнăшăн тÿлемелли тарифсем тата пулăшу ĕçĕсем пирки тухса калаçрĕ.
«Çамрăк çемье», «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни пирки хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева тĕплĕн ăнлантарчĕ. Пухăннисенчен те ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсене ялта пурăнакан граждан поселокра е хулара коммерци наймĕпе поселокра е хулара черете тăма пултарни, канализаци системине çулталăкра миçе хутчен тасатни, çурт çивиттине витме, ăшă пăрăхĕсем кĕртме кам патне пымалли, коммуналлă пулăшушăн тÿлев тарифĕсене кам çирĕплетни кăсăклантарчĕ. Вĕсем çине граждансем тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.
Районти библиотекăра асăннă темăпа ятарласа «ЖКХ паян тата ыран» кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ.