22 марта 2011 г.
«Çын çăкăрпа çеç пурăнмасть», - теççĕ халăхра. Чун валли те «çăкăр» кирлĕ. Унпа тивĕçтерекенсем вара культура ĕçченĕсем. Халăхăн йăли-йĕркине упраса аталантаракан, ĕç хыççăн канма май туса паракан учрежденисем пирĕн районта хĕрĕх виççĕ.
Вĕсенчен пĕри - хула-ял тăрăхĕсем хушшинчи Вăрмарти Культурăпа кану центрĕ. Халăх канăвне çÿллĕ шайра ирттерес тесе тăрăшатпăр эпир. Çавăнпа та тĕрлĕ кружоксем - хор, хореографи, театр, фольклор, халăх пултарулăхĕ, эстрада юрри - тата ыттисем ĕçлеççĕ. Вокаллă ансамбльсем «Салам», «Веселые нотки», «Девчата», «21-мĕш Легион», «Амстердам-21» тата ытти ушкăнсем те çынсене пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Пĕтĕмпе 23 ушкăн ĕçлет, вĕсене 290 çын çÿрет. Çав шутра 14 çула çитмен ачасем валли 11 ушкăн йĕркеленĕ, унта 116 ачана явăçтаратпăр. Чи асра юлнă мероприятисем «Икĕ çăлтăр» шоу, Татьянăсен, Çветтуй Валентин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уявсем, Хĕле ăсатни пулчĕç пулĕ. Малалла та уявсем сахал мар, вĕсене те çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшăпăр. Мероприятисене килĕр, курăр, хутшăнăр.