22 марта 2011 г.
Компьютер, карас телефон, интернет – çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх. Вĕсемсĕр пирĕн паянхи пурнăç пĕлтерĕшсĕр пулса пырать темелле. Интернет – анлă информаци çăл куçĕ. Анчах та çав вăхăтрах тепĕр тĕрлĕ информаци çăл куçĕ вăл – ĕмĕрхи хаçат.
Пĕлтерĕшĕ унăн чакмасть. Вăрмарти Культура çуртĕнче «Советская Чувашия» хаçатăн тата «Билайн» çыхăну операторĕн пĕрлехи акцийĕ иртрĕ.
«Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Соловьев район çыннисене çак кăларăмпа туслă пулмаллине каларĕ. Тĕрлĕ енлĕ журналист хăй Японире, унти пысăк калăпăшлă предприятисенче пулса курнине пĕлтерчĕ. «Хĕвел тухакан» çĕршывĕ электроника, техника тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă патшалăх, апла пулин те кашни фирмăрах ĕç кунĕ менеджерсем хаçат вуланинчен пуçланать иккен. Çакăн валли кунта ĕçлекенсене 20-30 минут вăхăт уйăраççĕ. «Вăрмар районĕ «Советская Чувашия» хаçатăн шанчăклă партнерĕ» ята тивĕçнĕ. Африкан Германович малашне район пурнăçне хаçатра ытларах çутатасси пирки каларĕ. Прессăна вуланипе пĕрлех çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсемпе усă курни çамрăксене лайăхрах шухăшлама пулăшать. «Билайн» çыхăну операторĕн представителĕ районта çак çыхăну мелĕпе усă куракансем йышлă пулнипе савăнăçне пытармарĕ. Вăрмар почтамтчĕн «Чи лайăх çырăнтаракан» ята тивĕçнĕ Е.Петрова почтальона карас телефон парнелерĕç. Çавăн пекех «Советская Чувашия» хаçата 1954 çултанпа çырăнса илекен Н.Чебослаева тата 30 çула яхăн çак хаçатпа туслă В.Вазанова «Билайн» модемсем парнелерĕç. Урнар ялĕнчи Р.Алексеева тата пирĕн ĕçтеш, нумай çул хушши «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хунă Н.Васильев та, хаçата активлă çырăнса илекенсем парнесене тивĕçрĕç.