18 марта 2011 г.
Чылай ял тăрăхĕсенче отчет-смотрсем иртрĕç. Мартăн 15-мĕшĕнче вăл Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Юрă-ташăпа савăнтарнисĕр пуçне чи пĕлтерĕшли - райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем тата тĕрлĕ организацисен представителĕсем халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе явни. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. «Йышлă десант» анчĕ Чулкасри Культура çуртне: райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Н.Павлов, пайсен начальникĕсем - Н.Краснова, А.Енькова, В.Волкова, И.Дмитриева, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Иванов, «Росгосстрах», «Поддержка» страхлакан компанисен, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисемпе представителĕсем.
Чи малтанах асăннă виçĕ организацире ĕçлекенсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн тĕплĕ отчетпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев тухса калаçрĕ. Иртнĕ çул мĕн туса ирттерни çинче чарăнса тăнă май кăçал тумалли ĕçсене те палăртрĕ. Пурнăçлани курăмлă, тумалли - пĕлтерĕшлĕ. Н.Павлов хăйĕн сăмахĕнче районти яваплă çынсен ял халăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене тÿрремĕн вырăнтах татса памаллине палăртрĕ. Чулкассемшĕн чи малта тăракан ыйту - шыв ыйтăвĕ. Калаçу вăхăтĕнче çак йывăрлăх çынсем уншăн вăхăтра тÿлеменнипе пулни те палăрчĕ. Эппин, айăпа хамăрта та шырамалла. Масара йĕркеллĕ тытса тăрасси пурăнакансен вилнисен умĕнчи таса тивĕçĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кăçал кунта тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерме шантарчĕ. «Вăрă вăрлать - хăварать, пушар ним те хăвармасть», - тесе каланă ĕлĕкренех. Çавăнпа та Иван Гаврилович вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине, электропроводасене вăхăтра улăштарса тăмаллине аса илтерчĕ.
Концерта йĕркелесе ертсе пыраканĕ Т.Павлова тÿрремĕнех кăçал Раççейри Космонавтика, Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен çулталăкĕпе çыхăнтарчĕ. Сценăна та çакна шута илсе йĕркеленĕ. Халĕ хор ушкăнĕсене пысăк уявсенче çеç курма пулать, Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара ахаль вăхăтра та йышлă ушкăнпа сцена çине тухса пысăк ăсталăхпа хитре те çепĕç юрăсем шăрантарма пултарнине кăтартрĕç, талантсем хамăр хушăрах пулнине, вĕсене тупса палăртассишĕн çеç тăрăшмаллине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнче яш-кĕрĕмпе çыхăнса ĕçлемеллине палăртнăччĕ. Питĕ тĕрĕс сăмахсем - ял тăрăхĕнчи яшсемпе-хĕрсем чăнах та çакна çирĕплетсе пачĕç. Мĕнле хитре те уçă сасăпа, тереветлĕ ташăпа савăнтарчĕç куракансене. Уйрăмах Д.Максимов, К.Васильев, И.Иванов активлă пулчĕç. Ю.Миронов хăй çырнă юррисене шăрантарчĕ. Ташăсене лартса тата йĕркелесе пыраканĕ вара К.Максимова пултаруллă хĕр ача пулчĕ. Тем тĕрлĕ номер те пулчĕ çав кун. Куракансем килĕсене сĕм çĕрле çеç саланчĕç.