АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн савăнăç

18 марта 2011 г.

Вăйă – шкул çулне çитмен ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăйăра ачасем хăйсен ăс-тăнне, тавра-курăмне аталантараççĕ. Анчах та вылянă чухне теттесен тÿпи те пысăк вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра вĕсем темĕн-тĕрли те пур-ха, анчах та укçа-тенкĕ çитменни тертлентерет.

Акă нумаях пулмасть Кĕтеснерти «Хĕвел» ача-пăча садне питĕ нумай тĕрлĕ-тĕрлĕ теттесем илсе килчĕç. «Ăçтан? Мĕнле укçапа?», – тейĕр эсир. Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Гаврилов Кĕтеснер хĕрĕпе Анисия Ивановапа пĕрлешсе Мускав хулинче çемье бизнесне пуçарса янă. Вĕсем шăпах та теттесемпе суту-илÿ тăвас ĕçпе çыхăннă. Ача сачĕн нушине пĕлсе Гавриловсем пире тÿлевсĕрех 150 пин тенкĕлĕх вăйă хатĕрĕсемпе тивĕçтерчĕç. «Кĕтеснер ял ачисем выляса савăнччăр, ялти ача-пăча сачĕ хуларинчен пĕрре те кая ан юлтăр», – терĕç.

Çапла халĕ пирĕн ача садĕнче мĕн тĕрлĕ тетте кăна çук-ши! Кашни ушкăнри ачасем валли юрăхлă теттесем. Акă, чи кĕçĕн ушкăнрисем валли кустармалли тĕрлĕ теттесем, керменсем, ларса ярăнмалли лашасем, мотоцикл, машинăсем, коляскăсем. Аслăрах ушкăнри шăпăрлансен ăс-тăнне аталантаракан, ĕçлеттерекен вăйăсем, конструкторсем, пультпа чупакан машинăсем, пуканесем, тĕрлĕ савăт-сапа, апат-çимĕç хатĕрлемелли хатĕрсем.

Ташă-юрă пÿлĕмĕнче сасă кăларакан мĕн тĕрлĕ инструмент çук-ши. Кунта металлофон, ксилофон, бубен, шăхличĕ, гитара, синтезаторсем таранах. Курасчĕ сирĕн епле савăнăçпа çиçеççĕ ачасен куçĕсем. Ашшĕ-амăшĕсем те ачисенчен юлмаççĕ, çав тери хĕпĕртеççĕ. Ача садĕнчи воспитательсем пур кăмăлтан ыррине сунаççĕ пулăшса тăракан спонсорсене.

Çакăн пекех савăнăç Вăрмарти «Зоренька» ача садне те çитрĕ. Кунта та çакăн чухлех темĕн-тĕрлĕ теттесем илсе килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика