АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕреннĕ çын вĕренерен те хурама тăвать

18 марта 2011 г.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен РФ Шалти ĕçсен министерствинче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Уйрăмлăхсем пур пулсан та, çак структурăра ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ йĕркелĕх хуралĕнче тăрса граждансен лăпкăлăхне сыхласси пулса юлать. Çакна çÿллĕ шайра пурнăçлама вара чăн-чăн специалистсем çеç пурнăçлама пултараççĕ. Çак тĕллевпе республикăри Шалти ĕçсен министерстви çамрăксене аслă пĕлÿ паракан тĕрлĕ учрежденисене вĕренме кĕме май пурри çинчен пĕлтерет. Вĕсем: Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕ. Куçăмлă майпа 5, куçăмсăр майпа 6 çул вĕренмелле (специальность-право хуралĕ). Пĕрремĕш мелпе вĕренме пирĕн районтан 2, иккĕмĕшĕпе 1 çынна илĕç. Çавăн пекех асăннă министерствăн Санкт-Петербургри университетне те куçăмлă майпа 1 çын кайма пултарать. (Специальность - бухучет, анализ тата аудит). Унсăр пуçне Шалти ĕçсен министерствин Воронежри институтне те вĕренме кĕме пулать. Çак вĕренÿ заведенийĕсене 25 çула çитмен, тулли вăтам, ятарлă вăтам професси илнĕ граждансене илеççĕ. Паллах, пултарулăхпа сывлăх тĕлĕшĕпе вĕсем шалти ĕçсен пайĕнче службăра тăма тивĕç пулмалла. Куçăмсăр майпа вĕренес текенсен документсене мартăн 30-мĕшĕ, куçăмлă майпа ăс пухас текенсен майăн 15-мĕшĕ тĕлне тăратмалла. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен районти шалти ĕçсен пайне пымалла. Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Советсен урамĕ, 6, 3-мĕш кабинет, тел.: 2-35-75.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика