18 марта 2011 г.
Юлашки вăхăтра SMS-пĕлтерÿсемпе граждансене улталанă тĕслĕхсем тăруках нумайланнă.
Преступлени схеми çапларах. Ултавçăсем «+442032892491» номертен (ытти номер те пулма пултарать) SMS-пĕлтерÿ яраççĕ - «банкăн хăрушсăрлăх службинчен» имĕш, карточкăна блокировка тунă, çак чăрмава сирмешкĕн карас çыхăнăвĕн операторĕн шучĕ çине укçа куçармалла тесе пĕлтереççĕ. Е çапларах текст килет: «Сирĕн карточкăна блокировка тунă, ăна пăрахăçлама талăкĕпех 8-968-859-66-57, 8-967-028-49-22 (урăх номер те пулма пултарать) номерсемпе шăнкăравлăр» тата ытти те.
Чее хăтланаççĕ: гражданин ултав пирки шухăшламасть, хăйех преступниксен шучĕ çине укçа куçарать. Е асăннă телефонсемпе шăнкăравласа ултавçăсем ыйтнипе хăйĕн карточкин номерне е хÿтлĕх кодне пĕлтерет. Çак информацие илнĕ хыççăн преступниксем Интернет урлă çыннăн пластик карточки çинчи укçана вăрлама пултараççĕ.
Банксем çакнашкал SMS-пĕлтерÿсем ямаççĕ, карточкăпа кодсен номерĕсене ыйтмаççĕ. Çавнашкал SMS е шăнкăрав пулсан çийĕнчех хăвăр пĕлекен телефонсемпе банксене шăнкăравлама сĕнеççĕ. Иккĕленÿ пулсан банкоматра хăвăрăн карточкăна тĕрĕслемелле е укçăра упракан филиала кайса карточка пирки кăсăкланмалла. Ан ÿркенĕр, унсăрăн улталанасси те часах.