18 марта 2011 г.
Радикулитран сипленме хĕрлĕ шăна кăмпи витĕмлĕ. Шĕлепкине шурă эрехе ярса виçĕ кун тĕттĕм вырăнта лартмалла. Хатĕр сиплĕ шĕвекпе ыратакан пилĕке кашни кун сăтăрмалла.
Çăка çулçи те аван пулăшать. Тăватă ывăç çулçа тин вĕренĕ шывпа пăшăхласа илмелле, таса пир татăкĕпе чĕркесе ыратакан тĕле хумалла, çăм шарфпа çыхмалла. Ыратни хăвăрт иртет. Çăка çулçине хĕл валли типĕтсе хума та юрать.
Е тата ыратакан çурăм валли çакăн пек настойка хатĕрлесен лайăх. Шăна кăмпи шĕлепкисене вĕтĕ вакламалла, чĕр тавара сантиметр хупламалăх шурă эрех ямалла. Кĕленче савăта хупăлчапа витсе сивĕтмĕше икĕ эрнене лартмалла, куллен силле-силле илмелле. Икĕ эрнерен сăрăхтармалла. Настойкăпа çурăма куллен сăтăрсан хăвăра чылай çăмăлрах туйма пуçлатăр.
Тепĕр рецепт - маç рецепчĕ. Шăна кăмпин шĕлепкисене хăймапа çурмалла илсе нимĕрмелле. Çак маçа марльăна сĕрсе ыратакан çурăм çине хумалла.