18 марта 2011 г.
АЧАСЕН сăмсаран юн каясси час-часах пулать. Вĕсене васкавлă пулăшма пĕлмелле.
1. Ăна лартăр, çурăмĕпе пуçĕ хыçне минтерсем хурăр. Анчах ачана ан вырттарăр – ун пек юн карланкăн хыçал енĕпе юхса анма пуçлать те йăлтах иртсе кайнăн туйăнать.
2. Пĕчĕкскерне хут сăмса тутрине шăнкарттарăр. Енчен те сăмса шăтăкĕнче юн чăмаккисем юлсан вĕсем лăймака сие пĕрĕнме памаççĕ: кунсăр юн юхма чарăнаймасть.
3. Ача сăмсине юн тымарĕсене пĕрекен «Нафтизин», «Галазолин», «Отривин» е «Тизин» шĕвекĕсем тумлатăр.
4. Марльăна пĕтĕрсе водород перекиçĕпе йĕпетĕр те сăмса шăтăкне чикĕр, унтан çунаттине пысăк пÿрнепе пусăр.
5. Сăмса кăкĕ çине йĕпе тутăр, çиелтен целофанпа чĕркенĕ пăр тата çÿхе ал шăлли хурăр.
6. Юн кайма чарăнчĕ-и? Лăпланса лармалли çук-ха. Лор-тухтăра кăтартмалла. Юн кайнин сăлтавне тата юн мĕн чухлĕ çухатнине палăртни пĕлтерĕшлĕ. Тен, ятарлă сиплев кирлĕ.
7. Сăмсана ют япала лекнипе юн каять-и; Ăна хăвăр тĕллĕн кăларма ан хăтланăр: вăл вырăнтан куçса тип пыра лекме, сывлăша пÿлме пултарать. «Васкавлă пулăшу» чĕнĕр.
8. Иртнĕ пек туйăннă хыççăнах каллех юн кайма пуçларĕ е пачах чарăнмасть, ача пыра лекнĕ юна çăтать пулсан «васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Ача юнлă хăсма, сывлăхĕ япăхма пултарать.
9. Юн кайни халиччен темиçе те пулнă-и? Ачана лор-тухтăр патĕнче тĕрĕслеттермелле. Тен, сăлтавĕ витаминсем е кальци çитменнинче, юн кĕвелесси пăсăлнинче, вĕтĕ юн тымарĕсен дистонийĕнче, юн тымарĕсем сарăлнинче, сăмсара е хăвăлĕсенче шыçă пурринче, пĕвер, чĕре, ÿпке чирлинче. Çавăнпа та ачан сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслени пĕлтерĕшлĕ.