АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă инфекцисем

18 марта 2011 г.

Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекцисем çын сывлăхĕшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен хĕрарăмсен те, арçынсен те хĕсĕрлĕх сăлтавĕ пулма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ар çыхăнăвĕ урлă ерекен 20 ытла инфекци паллă: сифилис, гонорея, трихомониаз, хламидиоз, уреаплазмоз, микоплазмоз, В тата С гепатитсем, генитали герпесĕ, аногенитали шĕпĕнĕ, ВИЧ-инфекци тата ытти те. Пуринчен те ытларах трихомониаз, гонорея, сифилис сарăлнă. 20-39 çулсенчи çамрăк çынсем тата ĕçсĕррисем тăтăшрах чирлеççĕ.

Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекцисем пĕр çынран теприне çакăн пек куçаççĕ:

- ар хутшăнăвне кĕрсен;

- сиенленнĕ юн янă чухне;

- амăшĕнчен варти ачине лексе;

- харпăр хăй гигиенине пăхăнмасан: çыннăн сухал хырмалли бритвипе, шăл щеткипе е ытти япалипе усă курсан.

Инфекци ернин паллисем мĕнле-ха?

Чылайăшĕ нумай вăхăт паллăсемсĕрех аталанма пултарать. Арçынсен çак паллăсем час-часах тĕл пулаççĕ: шăк çулĕсем канăçсăрлантараççĕ, кастарать, хĕртет, ыратать, шĕвек юхать, ар органĕ е ытти тĕлте ÿт çине кĕсен, хăмпă, шĕпĕн тухаççĕ. Хĕрарăмсен шĕвек ытларах тухма пуçлать, тĕсĕ улшăнать, ырă мар шăршă кĕрет; ар хутшăнăвне кĕнĕ чухне тата хырăм айĕ ыратать.

Сифилис аталанăвĕн виçĕ тапхăрне палăртаççĕ.

Пĕрремĕшĕ - инфекци ернĕ вырăна (ар органĕ, тÿрĕ пыршă, çăвар, ÿт) 3-4 эрнерен ыратман кĕсен тухни. Кĕсен çаврака е тăрăхла, хĕрлĕ тĕслĕ, ыратмасть, тытса пăхсан тĕпĕ хытă. Кĕсен хăвăрт тÿрленет, пĕчĕк çĕвĕ кăна юлать.

Иккĕмĕшĕ - ÿте шатра, ыратман тĕвĕсем, ар органĕсем çине кĕсенсем тухаççĕ, çÿç тăкăнать, сасă хăйăлтатать.

Виççĕмĕшĕ - темиçе çултан аталанать, шалти органсене, нерв тытăмне, шăмăсене, ÿте, лăймака сийсене сиенлет.

Гонорея чухне чир ернĕ хыççăн 4-7 кунран арçынсен шăнă чухне ыратать, кастарать, хĕрарăмсен вара нимĕнле паллăсăрах аталанать.

Инфекци ересрен мĕнле хÿтĕленмелле-ха?

Ар хутшăнăвне нумай çынпа кĕрсен чир ертес хăрушлăх пысăк. Шанчăклă пĕр çынпа кăна пурăннине нимĕн те çитмест. Ар çыхăнăвĕ тытма пуçличчен партнерсен иккĕшĕн те инфекци пуррипе çуккине тĕрĕслеттермелле. Харпăр хăйĕн гигиена япалисемпе тата вырăн таврашĕпе кăна усă курмалла. Асра тытăр, ар хутшăнăвĕнче презервативпа усă курни чир ерес хăрушлăха чакарать.

Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен мĕн пур инфекцирен сывалма пулать. Хăй тĕллĕн сипленни тата пачах сипленменни кăна тĕрлĕ йывăрлăха ярать: хĕсĕрлĕх, арлăх вăйсăрлăхĕ, простатит гонорейăпа трихомониаз ернинчен пуçланма пултараççĕ; сифилиса пула шалкăм, суккăрлăх аталанаççĕ, шалти органсем сиенленеççĕ.

Инфекци ернине сиссен хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр, юлташсемпе паллакансене ан итлĕр, тÿрех специалист врач патне кайăр. Чир паллисем пулсан тата сиплев вăхăтĕнче ар хутшăнăвне кĕме юрамасть, мĕншĕн тесен партнера инфекци ертме тата хăвăр тепĕр хут чирлесе кайма пултаратăр. Мĕн чухлĕ иртерех сипленме пуçлатăр, çавăн чухлĕ хăвăртрах сывалса çитетĕр. Ар çыхăнăвĕнчи партнерсене иккĕшне те сиплеççĕ.

Республикăн ÿтпе венери чирĕсен диспансерĕн Улатăрти, Çĕмĕрлери, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри, Шупашкарти уйрăмĕсенче анонимлă тĕрĕслев пÿлĕмĕсем пур. Вĕсенче паспорт, страховани полисĕ, медицина картти кăтартмалла мар. Çак пÿлĕмсенче миçе çултине пăхмасăр пурне те йышăнаççĕ. Кашнине номер параççĕ, ун тăрăх тĕрĕслев, сиплев ирттереççĕ. Çулталăкра икĕ хут «Уçă алăксен кунĕ» акци йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче халăха хăйсен ирĕкĕпе, тÿлевсĕр тата анонимлă тĕрĕслеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика