18 марта 2011 г.
«Ĕç рынокĕнче лару-тăру çав-çавах çивĕч. Çавăнпа эпир ăна тĕплĕн сăнаса тăратпăр кăна мар, ĕçсĕр юлнă кашни çын производствăна тепĕр хут таврăнма пултартăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тивĕçлĕ», - тенĕччĕ Мускав облаçĕнчи Краснознаменск хулинче професси вĕренĕвĕ пирки ирттернĕ канашлура Раççей Президенчĕ Д.Медведев. Çакна шута илсе тата маларах йышăннă икĕ программăна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕ.
Вĕсем: Чăваш Республикинче пурăнакансене 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли тата ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене 2011 çулта сирсе ямалли хушма мерăсем туса ирттересси çинчен калакан тĕллевлĕ программа.
Пĕрремĕш программăна пурнăçа кĕртсе обществăлла ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пырать те ĕнтĕ, вĕреннĕ вăхăтран пушă чухне çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарассине те йĕркеленĕ. Çавăн пекех социаллă пулăшу кирлĕ çынсене - инвалидсене, пенси çулне çитсе пыракансене, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕсене, тĕрмерен тин таврăннисене ĕçе вырнаçтарассипе те тимлеççĕ кунта. Ĕç тупайманнисем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ. Çавăн пекех професси училищисемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулхи çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси те пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсĕррисене ĕçлеме ытти регионсене ярасси, урăх професси илме вĕрентесси, квалификацине ÿстерме май туса парасси ытти çулсенчи пекех малалла аталанать. Кăçал 514 çын валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тума, 75 çынна професси илме вĕрентме яма палăртатпăр. Вĕсем вара сахал мар. Акă пĕлтĕр «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики», Вăрмар райповĕ, «Нива», «Ямал» тулли мар яваплă обществăсем, В.Павлов, Г.Ямуков, В.Матвеев ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕ пурĕ 359 çул çитмен ачана - вĕсен шутĕнче тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕ пăрахнисем, сахал тупăш илекен çемьере пурăнакансем, милицире учетра тăракансем, нумай ачаллă çемьере, тулли мар çемьере ÿсекенсем, инвалид ачасем - ĕç вырăнĕ туса пачĕç. Уйăхри ĕç укçине илес пулсан, чи пысăкки «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче пулнă, вăтамран 10 пин тенкĕпе танлашнă. Мартăн 3-мĕшĕ тĕлне 14-18 çулхи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме Тикаш, Шăхаль, Мăнçырма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе (В.Черкасовпа, А.Семеновпа, В.Семеновпа) килĕшÿ тунă. Вĕренÿ хыççăн тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама кăмăл тăвакан 67 шкул ачине ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсем ватă çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ: юр хыраççĕ, урай çăваççĕ, апат-çимĕç илме лавккасене çÿреççĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Çакăн пек пулăшушăн вĕсем центр урлă 850 тенкĕ илеççĕ. Ватă çынсен ăшă сăмахĕ тата мĕне тăрать. Ку тĕлĕшпе тачă çыхăнса ĕçлеме ытти ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ĕçпе тивĕçтерме пултаракан районти пур предприяти, организаци, учреждени пуçлăхĕсене чĕнсе каласшăн. Ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсен пĕр пайне профессие вĕрентес, специальноç пуррисене теприне хăнăхтарас, квалификацие ÿстерес енĕпе те тимлетпĕр - кăмăл тăвакансем 138 професси суйласа илме пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне ĕçсĕр 31 çын çĕнĕ профессие алла илме вĕренет. Тепĕр специальность илес текенсене çак профессисене сĕнетпĕр: тракторист, «С» категориллĕ водитель, «С» категориллĕ водительсене «Д» категори илме вĕрентесси, электросварщик, парикмахер, ПЭВМ операторĕ. Тÿлевсĕр вĕрентнисĕр пуçне уйăхне 850 тенкĕ е ытларах стипенди тÿлеççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн вăл е ку профессипе 1 çултан кая мар ĕçлемелле. Обществăлла ĕçсем йĕркелесси центрăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри. Ăна пурнăçлама 229,6 пин тенкĕ уйăрнă. «Родина» ЯХПК-колхоз, «УК ЖКХ», «Урмарыводхоз» тулли мар яваплă обществăсем çакна пурнăçлама пуçланă та ĕнтĕ. Ку çемье бюджетне пысăках мар пулсан та, тупăш кÿрет. 2010 çулта райпо, «Средний Аниш», «Аван-Полимер», «Труд» тулли мар яваплă обществăсем, «Шигали» ЯХПК, «Шоркистринский» ПК, «Родина» ЯХПК - колхоз, «Ресурсы» агрофирма ку енĕпе лайăх ĕçленĕ. Кăçал 146 ĕçсĕр çынна çулсене, пÿрт тăррисене тасатма, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама, документсемпе ĕçлеме, урамсене тирпей-илем кĕртме, çуртсемпе сооруженисенче юсав ĕçĕсем ирттерме явăçтарма палăртнă. Çак ĕçсене хутшăннăшăн уйăхне 1700 тенкĕлĕх материаллă пулăшу пама пăхнă, ĕç паракан вара 4330 тенкĕрен кая мар хушса тÿлеме тивĕç.
Иккĕмĕш программăпа килĕшÿллĕн 6 мероприяти ирттерме палăртнă.
1. Кăçал Центр пулăшнипе пĕчĕк предпринимательлĕхе йĕркелеме пулăшни, вăйне, опытне тата пĕлĕвне кура харпăр хăй валли тупăш çăл куçĕ тăвас текен 57 çын валли укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Кăмăл тăвакансем вара февралĕн 14-мĕшĕ тĕлне 150 çынран ытларах пулнă. Ку ĕçре пĕлтерĕшли - пур енчен те тивĕçтерекен бизнес-план хатĕрлесси. Конкурсра çĕнтернисем 58,8 пин тенкĕ илĕç.
2. Хальчченхи пекех шкулсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ĕç опычĕ пухма стажировка илмелли программа ĕçлет. Çак тĕллевпе 19 çамрăка районти тĕрлĕ организацисене яма палăртнă. Вĕсем: Вăрмар райповĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ, «Нива», «Общепит» тулли мар яваплă обществăсем.
3. Инвалидсене тата инвалид-ачасене, нумай ача тата инвалид ача усракан ашшĕ-амăшне пулăшу кÿме пăхнă. 10 çын центрăн пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç, 50 пин тенке яхăн укçа илĕç. Çак мероприятие 12 предприяти - «Нива», «Общепит», «УК ЖКХ» тулли мар яваплă обществăсем, «Павлов В.Ф», «Иванов» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Сывлăх» МУП, «Механика завочĕ», «Чувашавтодор» АУОсем, Вăрмарти тырă йышăнакан пункт, «Урмарская» КСО, «Урмарытеплосеть», «Урмарыводхоз» организацисем.
4. Ĕçрен кăларса яма пултаракан çынсене çĕнĕ професси тĕлĕшĕнчен вĕрентесси те пĕлтерĕшлĕ. Тулли мар ĕç кунĕпе ĕçленĕ чухне 15 çын республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа - унăн калăпăшĕ 133 пин тенкĕ - хăйсен професси шайне ÿстерме е çĕнĕ професси илме пултараççĕ. Çак мероприятие ĕçе кĕртме «Шоркистринский» ПК, Вăрмарти райпо, АТП организацисемпе «Общепит» тулли мар яваплă обществăсем хутшăнĕç.
5. Реструктуризаци тата модернизаци туса ирттерекен организацисенче ĕçлекенсен пĕлÿ шайне ÿстерме 34 çын валли 438,7 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕç паракансене вĕсен ĕçченĕсем вĕренме çÿренĕшĕн тăкаксене саплаштараççĕ. Кунта çул-çÿрев укçи, талăкри тÿлев (кунне 100 тенкĕ), пурăнмалли вырăншăн (талăкне 550 тенкĕрен мала мар, урăх вырăнта вĕренет пулсан) кĕрет.
Çак ĕçе пурнăçлама «Крылов В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Агросельсервис» СПОК, «Арабоси» агрофирма, «Урмарская райбольница» МУЗ хутшăнĕç.
6. Ачи 3 çула çитсе пыракан, 2011 çулта ĕçе тухма хатĕрленекен амăшĕсене вĕрентесси. Çак мероприятипе килĕшÿллĕн ача пăхассипе килте ларакан 29 хĕрарăма професси илме е пĕлÿ шайне ÿстерме вĕренме яма палăртнă. Ку ĕçе те çÿлерех асăннă организацисемпе предприятисем, вĕсемсĕр пуçне «Урмарский хлебзавод», «Алекс» тулли мар яваплă обществăсем хутшăнĕç. Калăпăр «ОВАС» тулли мар яваплă обществăна ĕçлеме кĕрес текенсем çĕвĕç профессине 6 уйăхра илме пултарĕç. 3 çула çитмен ачасен амăшĕсен стипендийĕ 4330 тенкĕпе танлашĕ.
Çак программăсен эффективлăхĕ ĕçсĕр çынсен шайне чакарассипе çыхăннă. Халĕ районта ĕçлеме пултаракансен çынсен шайĕнчен 1,7 проценчĕ - ĕçсĕррисем.
Ĕçсĕррисене професси ориентацийĕ парас, психологи хÿтлĕхĕпе, социаллă адаптаципе тивĕçтерес енĕпе те пайтах тăрăшаççĕ центр специалисчĕсем. Кунта опытлă консультантсем килсе тăтăшах ĕç вырнаçăвĕн мелĕсене вĕрентеççĕ, рынокри лару-тăрупа паллаштараççĕ, çынсемпе хутшăнмалли мелсене кăтартаççĕ. Çак тĕллевпех мобильлĕ центр консультацисем ирттерме ял тăрăхĕсене тухса çÿрет. Сăмахран, центр ĕçченĕсем Кĕлкеш, Шăхаль, Тикаш ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ. 28 çын хăйсене хумхантаракан çивĕч ыйтусемпе пынă, пурте вĕсем тивĕçлĕ хурав илнĕ. Ĕçлĕ тĕл пулусем кăçал кашни ял тăрăхĕнчех иртĕç. Ĕç çук тетпĕр те, вăл тĕрĕсех те мар. Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центра тĕрлĕ предприятисемпе организацисем 254 ваканси тăратнă, вĕсенчен 30 проценчĕ Вăрмар поселокĕнчен. Пĕтĕмĕшле илсен 14 тĕрлĕ профессипе ĕçлекенсем кирлĕ. Çав шутра 75 процент - рабочисем. Вăхăтлăх ĕç вакансийĕ сĕнекенсем - 5 процент. Ĕç паракансен уйăхри ĕç укçи çапларах: 73 проценчĕ 4-5 пин тенкĕ сĕнеççĕ, 10 проценчĕ 5-8 пин, 17 проценчĕ - 13 пин е ытларах.
Республика тулашне ĕçлеме каяс текенсене те пулăшу парать центр. Акă мартăн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи «Чулковская племхозяйство» акционерсен хупă обществине кайма пулать. Кунта пахча çимĕçе суйламалла пулĕ. Хăвăрпа паспорт, ИНН, пенси свидетельстви пулмалла. Çавăн пекех Мордва, Удмурт республикисене яланлăх пурăнма кайма, специальнăçпа ĕçлеме те май пур.
Вăрмар районĕнчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен, тĕрлĕ шайри хуçалăхсен ертÿçисем! «Раççей Федерацийĕнче ĕçпе тивĕçтересси» Федераллă Саккунăн 25-мĕш статйин 3-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç параканăн кашни уйăхрах ĕçлекен çынсем кирли пирки центра даннăйсем тăратмалла. Анкета заявленийĕн бланкне Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕн сайчĕ çинче тупма пулать, баннерĕ: «Страница работодателя». Çакна та аса илтерес килет - вакансисем пурри çинчен пĕлтермен организацисен списокне район прокуратурине тăрататпăр. Апрелĕн 19-мĕшĕнче ĕçпе тивĕçтерекен служба 20 çул тултарать. Çак ятпа апрелĕн 22-мĕшĕнче район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центрта уяв ирттерме палăртнă. Республика шайĕнчи чыслав Шупашкарта апрелĕн 23-мĕшĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службинче иртĕ.