АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахĕ - ахах, хайлавĕ шухăша ярать

15 марта 2011 г.

Паян «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче 30 çула яхăн вăй хунă Вячеслав Григорьевич Афиногенов 70 çул тултарать. Пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен мĕн чухлĕ очерк-статья çырман-ши вăл çак хушăра. Паян вара талантлă журналиста юбилейпе саламласа кĕскен те пулин ун кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1941 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче çуралнă. Малтан ялти шкулта вĕреннĕ. 1959 çулта Вăрмарти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ.

1960-1963 çулсенче Инçет Хĕвелтухăçĕнче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1963-1965 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн инстукторĕнче, 1965-1968 çулсенче районти культура пайĕн автоклуб заведующийĕ, лектор-организатор пулса ĕçленĕ.

1968-1974 çулсенче Вăрмарти халăх сучĕнче тăрăшнă. 1974 çултан пуçласа 2001 çулхи апрель уйăхĕччен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра корреспондентра вăй хунă.

1980 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет.

1983 çултанпа - Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ. Журналист пулнă май тĕрлĕ жанрсемпе ĕçлерĕ. Унăн корреспонденцийĕсемпе репортажĕсене, очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене вулакансем хапăл туса йышăннă. Автор вĕсенче район пурнăçне, унăн паттăр çыннисем çинчен çырса кăтартнă. Вăл çырнă калавсенче «Услар» псевдонимпа анлăн усă курнă.

Хăйĕн материалĕсенче экономикăпа промышленность, право, строительство, транспорт, çыхăну ыйтăвĕсене хускатнă, малта пыракансен опытне, ĕçре хисепе тухнă çынсем çинчен çырса кăтартнă.

Пичет ĕçĕнче нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă, ытти наградăсем те нумай. Вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика