15 марта 2011 г.
Урнар шкулĕн шăпи XIX-мĕш ĕмĕртех пуçланнă, 1884-мĕш çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче уçăлнă вăл. Архиври документсем тăрăх çак шкула уçма чăваш халăхĕн аслă просветителĕ И.Я.Яковлев та килнĕ пулать вара. Такăрах пулман пирĕн ялăн шкулĕн кун-çулĕ. Тăхăр çул ĕçленĕ хыççăн ял халăхĕ укçа-тенкĕ тупса шкула пулăшайман пирки вăл хупăннă. Çапах та тепĕр виçĕ çултан земствăн пуçламăш ял училищи пулса каллех ĕçлеме тытăнать. 1917 çултан Урнар шкулĕ 6 класлă пулса ĕçлет. 1935 çул çав тери пысăк савăнăçлă пулнă, çĕнĕ çурта вырнаçса 7 çул вĕренмелли шкул пулса ĕçлеме тытăнать, 1939 çултан вăтам пĕлÿ паракан шкул пулса тăрать. 1945 çултан пуçласа 9 çул хушши 7 класлă, 1954 çул вăл вăтам шкул пулать. Миçе пин çынна пĕлÿлĕх тĕнчине явăçтарнă-ши вăл пирĕн шкул 126 çул хушшинче. Шкулăн мухтавне, чапне хăпартасси çавăнта ĕçлекенсенчен, учительсенчен нумай килет. Хам та çак шкула 53 çул каялла пĕтернĕскер, астăватăп мĕн тери вăйлă вĕрентекенсем пире анлă пĕлÿ парассишĕн тăрăшатчĕç: математикăпа А.Антонова, физикăпа - В.Краснов, вырăс чĕлхипе - Е.Николаев, историпе - В.Туртушов, химипе - А.Сидоркина тата ыттисем те. Ĕлĕкхи ватă çынсем пирĕн ял учителĕ С.Гаврилов Чăваш Республикинче Ленин орденне илме тивĕçлисенчен пĕрремĕшĕ пулнă тетчĕç, ăна РФ тава тивĕçлĕ учитель ятне панă. Тата çакна ас тăватăп: эпир шкул ачисем çеç мар, пирĕн аттесем, асаттесем учительсене курсан çĕлĕкĕсене хывса аякранах пуçĕсене таятчĕç, хисеплесе саламлатчĕç. Мĕн ĕлĕкрен учителĕн сумĕ пысăк шайра пулнă, çапла пулмалла та яланах.
Тарăн пĕлÿ панипе пирĕн шкула вĕренсе тухса кайнисенчен чылайăшĕ институтсем, университетсем, академисем пĕтерсе аслă пĕлÿ илсе патшалăхăн вăйне, чапне çĕклеме тăрăшнă, шкул пĕлтерĕшне хăпартнă. Акă, Урнарти Н.Никифоров, М.Фрунзе ячĕпе хисепленекен çар академине пĕтернĕскер, малтан Хасан кÿлли патĕнче Япони салтакĕсемпе, унтан Çурçĕр Кавказри фронтра стрелоксен 351-мĕш дивизин штаб начальникĕ пулса нимĕç тăшманĕсене хирĕç çапăçнă, полковнике çитнĕскер пуçне хунă. Вăрçăпа арканнă хуçалăха ура çине тăратнă вăхăтра СССРăн йывăр машинăсем тăвакан промышленность министерствинче ĕçленĕ пирĕн ял çынни И.Андреев пĕрремĕш рангри капитан пулнă. Хальхи вăхăтра та кун пек пысăк званиллисем пирĕн ялта 4-5 çын тупма пулать. Акă калăпăр: М.Титов, П.Куприн, Н.Никифоров, А.Степанов. Тĕплĕнрех шырасан татах та тупма пулать пуль аслă офицерсен ретĕнче тăракан ентешсене. Тĕслĕхрен - Шăплат ял ачи, Урнар шкулне пĕтернĕскер, Валериан Петрович Петров Суд департамĕнчĕн ЧР Управленийĕн начальникне çитнĕ, ăна иккĕмĕш категориллĕ РФ патшалăхĕн юстицин чăн-чăн советникĕн званине панă, вăл генерал-лейтенант çар званийĕпе танлашать. Урнар шкулĕнче вĕренсе тухса кайнисем хушшинче ученăйсем те сахал мар. Ял-йыш каланă тăрăх, пирĕн ял çыннисем Лявва таврашĕнчен тухнă пиччĕшпе шăллĕ Прокопийпе Федор Леонтьевсем, Х.Станьков, А.Яковлева профессор ятне илнĕ. Çавсем пекех Саруй ялĕнчи Ухнюк ăрăвĕнчен тухнисем уйрăмах палăрнă, Анатолийпе Владимир Семеновсем нумай çул хушши Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕри наука докторĕ, тепри кандидачĕ пулса ĕçленĕ. Вĕсен йăмăкĕ Т.Брагина, педагогика наукин кандидачĕ, Шупашкарти педагогика университетĕнче вăй хунă. Ашшĕпе пĕр тăван аслă аппăшĕ Р.Цаплина чĕлхепе литературăна тĕпчекен наука кандидачĕ пулнă хыççăн Шупашкарта, унтан Мускавра 31 çул хушши вырăс мар шкулсен наукăпа тĕпчев институтĕнче аслă сотрудник пулса ĕçлет, нумай тĕпчев ĕçĕсене çырса кăларать, вĕсем тăван чĕлхепе вĕрентмелли методика кĕнекисем пулса тăраççĕ. Начар вĕрентекен шкултан çакăн пек çынсем тухма пултараççĕ-ши; Вăтам пĕлÿ паракан шкул пулнăранпа 16 вĕренекен ылтăн е кĕмĕл медальсене илме тивĕçлĕ пулни тарăн та тулли пĕлÿсем панине ĕнентерекен факт. Юлашки çулсенче Урнар шкулĕн шăпи палăрмаллах улшăнчĕ, 2008 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пулса юлса хăйĕн унчченхи статусне чакарчĕ. Тишкерсе пăхсан пирĕн шкул ачасене çеç вĕрентекен шкул мар, хăйĕн пуçлăхĕсене ĕçлеме вĕрентсе квалификацине хăпартма пулăшакан центр пулнă тейĕн. Ку шухăша çакăн пек тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. 1955-1960 çулсенче шкул директорĕ пулса Е.Сергеев ĕçленĕччĕ, кайран ăна Вăрмар районĕн ĕçтăвкомĕнчи вĕрентÿ пайĕн заведующине лартрĕç. Каярахпа (1978-1984 çулсенче) пирĕн шкул директорĕнче Ю.Соколов ĕçлерĕ. Вăл пĕр çулталăк хушшинче çĕнĕ шкул туса лартса вĕрентме пуçларĕ. Ытти шкул директорĕ пулса ĕçленисем çинчен çапла калама пулать. В.Павлов чăваш патшалăх университетĕнче çамрăксене вĕрентет, И.Иванов Энĕшпуç шкулне куçрĕ. Н.Антонова - Шупашкарти пĕр шкула ертсе пырать. С.Егоров çурçĕрти пĕр пысăк хулара ĕçлет. Шкул пуçлăхĕсем улшăннă вăхăтра вара шкул директорĕн заместительне çав тери йывăр лекет. Çавăн пек йывăрлăха чăтса иртерекенни пирĕн шкулта - яланах Е.Краснова. Вăл 1970 çулта Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралса çитĕннĕскер, ялти шкула вĕренсе пĕтерсен педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна Мăнçырма ялне ĕçлеме яраççĕ. Унта ĕçленĕ вăхăтра унпа учительсен çемйинчен тухнă пирĕн ял каччи Саша Краснов тĕл пулса паллашнă, çемье çавăрнă, Елена Ивановна пирĕн ял учительници пулса тăнă. Анчах та Елена Ивановнашăн юлашки çулсем йывăрлăхсем пĕрин хыççăн теприне илсе килеççĕ. Уроксем сахалланса юлнипе унăн урăх ял шкулĕнче ĕçлеме лекет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл 1 кун Пинер, 2 кун Пысăк Енккасси шкулĕсенче ĕçлет, ытти кунсенче тăван шкулта вăй хурать. Республикăра, районта фестиваль е конкурссем ирттереççĕ пулсан, вĕсенче те хутшăнмасăр юлмасть.
Маларах кăтартнă сăлтава пулах (уроксем, сехетсем сахалланса юлнине пула) пирĕн яла та ют ялсенчен вĕрентекенсем çÿреççĕ. Акă Г.Ускова тăватă çул ĕнтĕ пирĕн яла Чулкасран кашни кун килет те ачасене пĕлÿ çеç мар, чун ăшшине те парать. Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн 26 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, ăсталăхăн пĕрремĕш категорийĕпе ĕçлет, кăçалтан тата çÿлти шая хăпарма хатĕрленет. Вăл вĕренекенсемпе тăван ачисемпе калаçнă пек лăпкăн, çепĕççĕн калаçать, ырă сĕнÿсем, канашсем парать, çавăнпа та ăна ачасем шанаççĕ, ун патне туртăнаççĕ. Пултаруллă вĕренекенсемпе уйрăммăн ĕçлеме, вĕсене татах та аталантарма вăхăт тупатех Галина Семеновна. Унăн вĕренекенĕ Е.Павлова районти олимпиадăра вырăс чĕлхипе III-мĕш вырăн, вырăс литературипе 2-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ çул 5-мĕш класра вĕренекен В.Толмачев Н.В.Гоголĕн юбилейне чысласа районта ирттернĕ калавсем пăхмасăр калакансен конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Урнар шкулĕнчи вĕрентекенсем çинчен кашни çинченех поэма çырма пулать, питĕ маттур вĕсем пурте, анчах та çак вĕрентекенсем çинчен çырса, кăтартнипе те çитет пуль, вĕсен тĕслĕхепе те пирĕн шкулпа паллашма май пулчĕ пуль тетĕп эпĕ.