15 марта 2011 г.
Кунĕ паян янкăр уçă. Хĕвел те йăл-йăл кулса çеç пăхать. Паян «Шуçăм» ача-пăча садĕнче уяв, хĕле ăсатаççĕ.
Юрă-кĕвĕ сасси аякранах илтĕнет. Акă ачасем те ушкăнсемпе уява пуçтарăна пуçларĕç. Вĕсем пурте хаваслă, пичĕ-куçĕсенче кулă çиçет. Хĕр ачасем хитре шурă шерепеллĕ тутăрсем çыхнă. Уява Çăварни карчăкĕ уçать. Пуçларĕç ачасем выляма, кулма, савăнма. Юррине те юрлаççĕ, ташшине те ташлаççĕ.
Хĕç шăпăр çине утланса Вупăр карчăкпа, киремет вĕçсе çитрĕç. Хăйсене: «Эпир çăварни», - тесе ачасене ĕнентерме хăтланчĕç. Анчах ачасем вĕсене ĕненмерĕç, хăваласа яма тăчĕç. Вупăр карчăкпа Киремет ачасене хăйсене уявра хăварма ыйтрĕç. Юмахри сăнарсенче ачасем тем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç.
Акă вăрăм та яш хĕр Çуркунне килсе çитрĕ. Вăл ачасене çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕ. Ачасем Çуркуннене çавăрса илчĕç те ун çине пăхса савăнчĕç. Ăна юрăсем юрласа, сăвăсем каласа пачĕç.
Ача-пăча садĕнчи поварсем тутлă икерчĕ илсе тухаççĕ, ачасене хăналаççĕ.
Шăпăрлансене уяв питĕ килĕшрĕ. Ача-пăча сасси, юрă-кĕвĕ çемми чылайччен янăрарĕ. Пĕр-икĕ сăмах ку коллектив çинчен каласа хăварасшăн. 3-мĕш номерлĕ «Шуçăм» ача-пăча сачĕн коллективĕ яланах питĕ тăрăшса ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ М.Петрова. Пуçаруллă воспитательсем те кунта чылай. А.Васильева, Р.Данилова, О.Давыдова, Н.Прокопьева, Н.Васильева, И.Егорова, пирки те ырăпа асăнмалла. Уявсем Е.Прокопьева музыка ертÿçипе яланах интереслĕ иртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те 3-мĕш номерлĕ ача-пăча сачĕн ĕçĕпе кăмăллă.