15 марта 2011 г.
Çăварни ăсатма малтан Куснар ял чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте килсе çитрĕ, вăл Вăтакас чиркĕвне кĕрсе тухма кăмăл тăвакансем умĕнче кĕске кĕлĕ ирттерчĕ, пĕр-пĕрне каçарса лăпкăн пурăнма пил пачĕ. Унтан Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский сăмах илсе Хĕле ăсатма пухăннисене ырлăх-сывлăх, телей сунса саламларĕ. Ю.Зарев кăштах чиркĕве пулăшма укçа-тенкĕ енĕпе ыйтса сăмах хускатрĕ. Н.Захарова ертсе пынипе культура ĕçченĕсем хăйсем хатĕрленĕ юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Баянпа А.Ильин вылярĕ. Спорт вăййисене те А.Петров тренер лайăх йĕркеленĕ: канат туртасси, урасене михĕ тăхăнса чупасси, çуран чупса çаврăнасси, футбол вăййи вылясси. Мала тухнисене пурне те тĕрлĕ парнесем парса чыс турĕç, пурте кăмăллă пулчĕç, Н.Захаровăна тав турĕç.
Инкек-синкек пуласран,
Пушар-тĕшер тухасран,
Катемпине çунтарса
Ячĕç хĕле ăсатса.